Напёрсткина Пелагея Матвеевна

From Wikipedia, the free encyclopedia

Remove ads

Напёрсткина Пелагея Матвеевна (1898, Кивĕ Катек ялĕ, Пăва уесĕ (халĕ Чăваш Енĕн Патăрьел районĕ)) — 1980, çав ялтах) — Чăваш АССР тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ (1950).

Краткие факты Çуралнă вăхăт, Çуралнă вырăн ...
Remove ads

Пурнăçĕ

1898 çулта Пăва уесĕнчи (халĕ Чăваш Енĕн Патăрьел районĕ) Катек (халĕ Кивĕ Катек) ялĕнче çуралнă.

Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнче пĕлӳ пухнă. 1916-1967 çулсенче Кивĕ Катек шкулĕнче ачасене вĕрентнĕ. 1949 çулта ачасене вĕрентес ĕçре самай çитĕнӳсем тунăшăн Ленин орденне тивĕçнĕ.

1980 çулта тăван ялтах çĕре кĕнĕ.

Чыслани

  • Чăваш АССР Аслă Канашĕн Президиумĕн Хисеплĕ грамоти (1944)
  • Чăваш АССР тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ (1950)

Каçăсем

Loading related searches...

Wikiwand - on

Seamless Wikipedia browsing. On steroids.

Remove ads