Начар Упи
From Wikipedia, the free encyclopedia
Remove ads
Начар Упи, — Чăваш Енĕн Патăрьел районĕнчи ял.
Remove ads
Халăх йышĕ, ял тытăмĕ
2009 çул тĕлне ялта 260 çынна яхăн пурăннă.
МУ СХП "Сугутское", Пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан шкул, медицина пункчĕ, çыхăну уйрăмĕ, культура керменĕ, ял вулавăшĕ, лавккасем: «Аскольд», «Çăлкуç».
Урамсем
Ăвăскасси, Мишеркасси, Сироткин, Çамрăксен, Çĕнĕ , Тĕп.
Ялта шкул, ял вулавăшĕ вырнаçнă.
Тавралăхĕ
Вăл 1666 çулта никĕсленнĕ. Центăртан 35 çухрăмра вырнаçнă. Яла район центрĕпе асфальтлă çул çыхăнтарать. Начар Упи Тутар Республикипе тата Ельчĕк районĕпе кӳршĕллĕ вырнаçнă.
Кун-çулĕ
Начар Упи ялне 350 яхăн çул каялла никĕсленнĕ. Малтанласа Начар Упи ятлă пулнă. Тĕрлĕ архив хыпарĕсемпе çăлкуçĕсем тăрăх, ватă çынсем каласа хăварнипе, ял пуçланса кайнине тĕрлĕрен ăнлантарма пулать. Анчах та вĕсенчен чи тĕрĕсси яла 1666 çулта никĕсленни çинчен пĕлтерет.
Красноармейски районĕнчи Çинче Кĕпер Упи тата Тусай Упи ялĕсен çыннисем Пăла хĕрринче ял никĕсленĕ. Анчах Шăхаль хресченĕсем весене хĕснĕ. 1666 çулта Упи хресченĕсем Чĕмпĕр çарпуçĕ патне çырса пулăшу ыйтаççĕ. Хăйсен çĕрне сыхласа хăварайманипе кăнтăралла кайса Начар Упи никĕслеççĕ.
1919 çулчен Чĕмпĕр кĕпернинчи Пăва уесне Тăмпаель вулăсне кĕнĕ.
1927 çулхи юпа уйăхĕн 1 Мăн Патăръел районне кĕнĕ. 1935 çулхи çу уйăхĕн 19 хыççăн Патăръел районне, 1939 çулхи нарăс уйăхĕн 22 хыççăн Чкаловски районне, 1957 çулхи чӳк уйăхĕн 20 хыççăн хальхи вăхăт таран Патăръел районне кĕрет[1]..
Этимологи
Красномайск ялĕ ячĕ акă çапла пулса кайнă: малтанах ял тăрăхĕнче вăрман кăна пулнă. Çак вăрмансенче çĕр ĕçтешĕсем патша çыннисенчен налук тӳлеме май çуккипе тарса çӳренĕ. Пĕр çĕр ĕçтеш çăл патĕнче чарăнса тăнă та çак вырăнтах пурăнма юлнă. Çак çын Упи ятлă пулнă, вăл Красномайск (малтанласа Начар Упи) ялне никĕсленĕ теççĕ.
Паллă çынсем[2]
- Иванов Герольд Константинович, — медицина ăслăхĕсен тухтăрĕ.
- Иванов, Илле, — журналист, Çемен Элкер парнин лауреачĕ.
- Леонтьев Александр Емельянович, - Раççей Федерацин тава тивĕçлĕ тухтăрĕ.
- Марков Анатолий Николаевич, - Чăваш республикин тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ.
- Никифорова Елена Никифоровна - Чăваш республикин ялхуçалăх тава тивĕçлĕ ĕçченĕ.
- Николаев Семен Николаевич - Учредительсен Пухăвĕн (1917-1918) депутачĕ, юрист, филологи ăслăхĕсен тухтăрĕ.
- Сироткин Анатолий Петрович, - Чăваш АССРĕн ялхуçалăх тава тивĕçлĕ ĕçченĕ.
- Фролова Людмила Сергеевна, - Чăваш республикин сывлăх сыхлас тава тивĕçлĕ ĕçченĕ.
- Фарида, — тутар тата чăваш юрăçи.
Remove ads
Асăрхавсем
Вуламалли
Каçăсем
Wikiwand - on
Seamless Wikipedia browsing. On steroids.
Remove ads