Николаева Елена Николаевна

From Wikipedia, the free encyclopedia

Николаева Елена Николаевна
Remove ads

Николаева Елена Николаевна (хĕр чухнехи хушамачĕ Кузнецова) — паллă чăваш спортсменĕ, тава тивĕçлĕ спорт ăсти (çамăл атлетика, 1992). 1966 çулхи нарăс уйăхĕн 1-мĕшĕнче Чăваш Енĕн Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Акшик ялĕнче çуралнă.

Краткие факты Пайăр хыпар, Арлăх: ...

Хисеп орденĕпе чысланă. Чăваш Енĕн физика культурипе спорт тава тивĕçлĕ ĕçченĕ (1992). 1997 çулта Шупашкарăн хисеплĕ гражданинĕ ятне панă.

Тренерĕ — Раççей тава тивĕçлĕ тренерĕ Николаев Анатолий

Remove ads

Пурнăçĕ

Пĕрремĕш тренерĕсем — Н. Васильев (шкулти вĕрентекен),Анатолий тата Геннадий Семёновсем.

Çитĕнĕвĕсем

  • XXVI Олимп вăййисен (1996) чемпионĕ;
  • XXV Олимп вăййисенче (1992) иккĕмĕш вырăн йышăннă;
  • нумай хут СССР чемпионĕ (1988, 1992) пулнă;
  • хăвăрт утассипе Раççей Федерацийĕн чемпионĕ (1995, 1996);
  • 2003 çулта Европа Кубокне çĕнтерсе илнĕ;
  • 1995 çулта Тĕнче Кубокĕнче кĕмĕл медальне, 1993 çулта пăхăр медальне çĕнтерсе илнĕ.
  • Европа тата тĕнче рекордсменĕ.

Вуламалли

Каçăсем

Loading related searches...

Wikiwand - on

Seamless Wikipedia browsing. On steroids.

Remove ads