Николаев Василий Семёнович
From Wikipedia, the free encyclopedia
Remove ads
Николаев Василий Семенович - Совет Союзĕн Паттăрĕ, пулеметчик, гварди рядовой, чăваш.

Пушкăрт республикин Чекмагуш районĕнчи Тапканчă ялĕнче çуралнă. Пуçламăш шкул пĕтернĕ. 1930-1940-мĕш çулсенче Кемĕр облаçĕн Крапивино районĕнчи "Юность" колхозра бригадир пулса ĕçленĕ. Каярах Çурçĕр Осетинчи Алагир хулинче пурăннă. Унтан 1941-мĕш çулхи çĕртме уйăхĕнче Хĕрлĕ Çара кайнă. 3-мĕш Украина фрончĕн 28-мĕш Çарĕн 2-мĕш гварди механизациленнĕ корпусĕн 5-мĕш гварди механизациленнĕ бригадин пулеметчикĕ. 1944-мĕш çулхи пуш уйăхĕн 10-мĕшĕнче (Днепр (юханшыв)каçса тăшманăн атакисене пусарма тата унăн вут точкисене пусмăрласа ытти подразделенисене юханшыв урлă каçма май тумалла. Приказа пурнăçланă май Николаев рядовой хăй сулă туса Днепр урлă каçса пулеметне вырнаçтарса тăшмана икĕ сехет хушши çыран патне ямасть, çав вăхăтра вăтăр ытла тăшмана пĕтерет. Кайран çитнĕ батальонпа пĕрле Херсон облаçĕн Берислав хулине малтанхисен хушшинче тапăнса кĕрет, пулеметпа персе батальона пулăшать. Вăрçă хыççăн Кемер облаçĕн Крапивино районĕнчи Банново ялгне таврăнать.
Remove ads
Чысĕсем
- Совет Союзĕн Паттăрĕ № 5972 (03.06.1944);
- Ленин орденĕ;
- Тăван çĕршыв вăрçин орденĕ (1 шай)
Асăрхавсем
Вуламалли
Каçăсем
Wikiwand - on
Seamless Wikipedia browsing. On steroids.
Remove ads