Новая газета
From Wikipedia, the free encyclopedia
Remove ads
«Но́вая газе́та» — пĕрлĕх-политика хаçачĕ, РФ пириодпа тухакан кăларăмсен пĕрри. 1993 çулхи акан 1-мĕшĕнче тухма тытăннă[1]. Кăларăмăн контроль пакечĕ (76 %) кăларакан коллектив аллинче, 14 % акцийĕ — Александр Лебедев бизнесмен аллинче, 10 % - Михаил Горбачёв аллинче[2].

Remove ads
Кун-çулĕ
Хаçата (Дмитрий Муратов, Павел Вощанов, Акрам Муртазаев, Дмитрий Сабов тата урăх.) журналистсен коллективĕ йĕркелесе янă. Унчен вĕсем «Комсомольская правда» хаçатра тăрăшнă. Хаçатăн малтанхи ячĕ «Новая ежедневная газета» пулнă. М. С. Горбачёв — кăларăмăн тахçанхи партнёрĕ, 1993 çулта вăл хăйне панă Нобель парнин укçа пайне 30 журналиста 8 компьютер илме парнеленĕ. Пĕрремĕш номерĕ 1993 çулхи акан 1-мĕшĕнче 100 пин тиражпа кун çути курнă[3][4]. Малтанхи виççĕ уйăхра эрнере пĕрре пичетленнĕ, 1993 çулхи утă уйăхĕнчен пуçласа — кашни кунах. 1995 çулхи нарăс-çурла уйăхĕсенче укçаран хĕсĕккипе Мускавра тухман. 1995 çулхи çурларан эрнере пĕрре пичетлеме пуçланă. 1996 çулта АНО РИД «Новая газета» евĕр регистрациленĕ.
Remove ads
Хаçат коллективĕ
- Тĕп редактор — Д. А. Муратов.
- Ертӳç ĕçтешĕсем тата сăнавçăсем:[5]
- Юлия Латынина
- Юрий Рост
- Ирина Петровская
- Станислав Рассадин
- Олег Хлебников
- Леонид Никитинский
- Зоя Ерошок
- Павел Фельгенгауэр
- Вячеслав Измайлов
- Дмитрий Быков
- Артемий Троицкий
- Дина Рубина
- Павел Вощанов
- Евгений Бунимович
- Александр Генис
- Елена Масюк
Асăрхавсем
Каçăсем
Wikiwand - on
Seamless Wikipedia browsing. On steroids.
Remove ads