Нью-Йорк (штат)
From Wikipedia, the free encyclopedia
Remove ads
Çĕнĕ Йорк (CVLa: Şĕnĕ Jork, акăлчанла New York), — çурçĕр-хĕвелтухăç тăрăхĕнче вырнаçнă АПШ штачĕ. Администраци Олбани хулинче ларать. 62 графствăна пайланать. Америка штачĕсен хушшинче халăх йышлăхĕпе виççĕмĕш вырăн йышăнать. Нью-Йорк Канадăн Квебек тата Онтарио провинцийĕсемпе, Америкăн Вермонт, Массачусеттс, Коннектикут, Çĕнĕ Джерси тата Пенсильвани штачĕсемпе чикĕленет, Род Айленд штачĕпе шыв урлă чикĕ тытать. Нью-Йорк штачĕн чи пысăк хулисем – Нью-Йорк хули (Америкăн чи пысăк хули), Баффало, Рочестер, Йонкерс, тата Сиракуза.
Нью-Йорк хулине тĕнчипе Америкăна куçакансем валли хапха, Пĕрлешӳллĕ Штатсен финанс, культура, çул-йĕр, производство тĕпĕ пулнипе паллă.
Remove ads
Истори
XVII ĕмĕрте Голландсемпе Французсем куçса килнĕ вăхăтра Нью-Йорк çĕрĕ-шывĕпе Алгонк, Ирокез, Ленапе халăхĕсем хуçаланнă. 1609 çултан пуçласа çĕр-шыара Голланди фортсем туса лартать, 1614-24 çулсенче çĕр-шыва Голланди çыннисем куçса килеççĕ, Албани тата Манхэттăн тăрăхĕсене колонизацилеççĕ; 1664 çулта Голландие вăрçара парăнтарса колонисене Британи туртса илет. Пăхăнманлăх Вăрçин çапăçăвĕсен пĕрре виçĕмĕш тӳпи Нью-Йоркра иртнĕ. Нью-Йорк çĕр-шывĕн конституцине 1777 çулта йышăннă, Пĕрлешӳллĕ Штатсен конституцине Нью-Йорк 1788 çулта ырланă.
Remove ads
Тавралăхĕ
Штат лаптăкĕ — 141 205 км2.
Экономика
Культура
Каçăсем
| Ку АПШ географипе вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. |
Wikiwand - on
Seamless Wikipedia browsing. On steroids.
Remove ads
