Оксфорд университечĕ

From Wikipedia, the free encyclopedia

Оксфорд университечĕ
Remove ads

О́ксфорд университечĕт (акăл. University of Oxford) — Оксфорд хулинче, Оксфордшир графлăхĕнче, Аслă Британире вырнаçнă университет. Тĕнчери чи ватă университетсен ят-йышĕнче иккĕмĕш вырăнта, ватăран та ватă акăлчан чĕлхиллĕ университет, çаплах Аслă Британири пĕрремĕш университет. Тĕп-тĕрĕссĕн университета никĕсленĕ çула калама çук, ăнчах та кунта 11-мĕш ĕмĕрте вĕрентни паллă[3]. Аслă Британипе Ирландин «ватă университечĕсен» йышне, çаплах Аслă Британин чи паха 20 университечĕн элитлă «Рассел» ушкăнне кĕрет.

Краткие факты Оксфорд университечĕ, (Оксфорд) ...
Remove ads

Университет тытăмĕ

Кăсăк фактсем

Thumb
Оксфордри электрошăнкăрав

Вĕренсе тухнă паллă çынсем

  • Томас Гоббс — философ
  • Джонатан Свифт — çыравçă
  • Джон Локк — философ
  • Оскар Уайльд — поэт, çыравçă, драматург, эссейçĕ, эстет
  • Джон Рональд Руэл Толкин — чĕлхеçĕ, çыравçă
  • Олдос Хаксли — çыравçă
  • Стивен Хокинг — физик
  • Тим Бернерс-Ли — изобретатель Всемирной паутины
  • Эдуард VII — Аслă Британи патши (1902 - 1910)
  • Эдуард VIII — Аслă Британи патши (1936)
  • Тони Блэр — Аслă Британи премьер-министрĕ (1997 - 2007)
  • Гарольд Вильсон — Аслă Британи премьер-министрĕ (1964 - 1976) (тăхтавпа)
  • Уильям Юарт Гладстон — Аслă Британи премьер-министрĕ (1868 - 1894) (тăхтавсемпе)
  • Дэвид Кэмерон — Аслă Британи патши премьер-министрĕ (2010 çулхи çăвăн 11-мĕшĕ, Консервативлă партин ертӳçи 2005-нпа
  • Генри Пелэм — Аслă Британи 3-мĕш премьер-министрĕ (1743 - 1754)
  • Уильям Питт, 1-мĕш граф Четэм — Аслă Британи 10-мĕш премьер-министрĕ (1766 - 1768)
  • Маргарет Тэтчер — Аслă Британи премьер-министрĕ (1979 - 1990)
  • Эдвард Хит — Аслă Британи премьер-министрĕ (1970 - 1974)
  • Абингдон Уиллоуби Берти — композитор, меценат
Çавăн пекех пăхăр: Категори:Оксфорд университетĕнче вĕренсе тухнăскерсем.

Оксфорд колледжĕсем (хытаркăчсенче — никĕсленĕ çул)

Çавăн пекех пăхăр: Оксфорд университечĕ колледжĕсем.

Оксфорд университечĕн пĕрремĕш колледжне — Университет (акăлч. University College) — 1249 çулта никĕсленĕ. Тепĕр иккĕ малтанхи колледжĕ — «Баллиоль» (акăлч. Balliol, 1260 çул) тата «Мертон» (акăлч. Merton, 1264 çул) — хăйсене йĕркеленĕскерсен ячĕсене панă. Джон Баллиоль I Иоаннăн — Шотландин пулас патшин ашшĕ, иккĕмĕшĕн — лорд-канцлер Уолтер де Мертон.

Remove ads

Асăрхавсем

Каçăсем

Loading related searches...

Wikiwand - on

Seamless Wikipedia browsing. On steroids.

Remove ads