Оператор (математика)
From Wikipedia, the free encyclopedia
Remove ads
Опера́тор (каярахри латтынь чĕлхипе: operator — ĕçлекен, пурнăçлакан, operor — ĕçлетĕп, тăватăп) — мĕнле те пулин туллилетекен тытăмлă (рет, топологи, алгебрăлла операцисем) йышсене математикăлла çыхăнтарни. Оператор текен ăнлава математикăн тĕрлĕ уйрăмĕсенче ытти çыхăнтаравсенчен (тĕпрен илсен, хисеп функцийĕсенчен) уйăрма усă кураççĕ; тĕллĕхлĕ пĕлтерĕш контекстран килет, сăмахран, функционаллă анализра пĕр функцисене тепĕр функцисемпе тĕл килтерекен çыхăнтаравсене калаççĕ («функцисен функцийĕ» тени вырăнне «функцисен уçлăхĕнчи оператор»).

Операторсен хăшпĕр тĕсĕсем:
- Функцисен (Дифференцилев, интеграллав, тĕшĕпе конволюци, функционаллă анализри Фурье трансформацийĕ) уçлăхĕсенчи операторсем;
- Линилле алгебрăра векторла уçлăхсем хушшинчи (проекторсем, координатсене çавăрнисем, гомотетисем, вектора матрица çине хутланисем) çыхăнтаравсем (уйрăмах линиллисем);
- Дискретлă математикăра умлăн-хыçлăнлăхсене трансформацилени (дискретлă сигналсен конволюцийĕсем, медианăлла фильтр).
Remove ads
Çавăн пекех
- Операторсен йышĕ (математика)
- Потенциаллă оператор
Асăрхавсем
Вуламалли
Wikiwand - on
Seamless Wikipedia browsing. On steroids.
Remove ads