Осман чĕлхи
From Wikipedia, the free encyclopedia
Remove ads
Осма́н чĕлхи (тăван ячĕ: لسان عثمانی lisân-ı Osmânî, туркк. Osmanlıca, Osmanlı Türkçesi), çаплах кивĕ анатоли-тĕрĕк, кивĕ осман е осман-турккă, — Осман империин патшалăх чĕлхи, тĕрĕк чĕлхисен огуз кĕçĕн ушкăнне кĕрет. Осман чĕлхи тĕрĕк тĕпĕнчен тухать пулсан та, хăшпĕр хайлавсенчи лексикинче 80—90 % çити араб тата перс сăмахĕсем пур. Унсăр пуçне, чĕлхере уйрăм араб тата перс грамматикинчи конструкцисемпе (тĕслĕхрен, изафет) ускураççĕ. Çавăнпа та XIX ĕмĕрĕн варринче осман чĕлхи турккă диалекчĕсенчен (тепĕр енчен, вĕсем çине те витĕм янă) питĕ уйрăлса кайнă.
Remove ads
Тапхăрлани
I. Кивĕ анатоли-тĕрĕк (XIII — XV ĕм. вĕçĕ) — Кĕçĕн Азири кăткăс этнос лару-тăрăвĕнче аталаннă, сложившейся после переселения сельджуков Анатолие куçса килсен (вĕсен йышĕнче ытларах огуз йăхĕсем пулнă, çаплах харçăсене çаплах кăпчак тата карлук йăхĕсем хутшăннă. Яланхилле кивĕ анатоли-тĕрĕк чĕлхине уйрăмлатаççĕ.
II. Хайхи осман:
- 1. Ирхи турккă е ирхи осман (XV ĕм. иккĕмĕш пайĕ—XVI ĕм.).
- 2. Ватам турккă евăтам осман (XVII — XVIII ĕм. пĕрремĕш пайĕ) — осман литературин «ылтăн ĕмĕрĕ», çыру-литература чĕлхи халăх калаçăвĕнчен питĕ уйрăлса каять.
- 3. Çĕнĕ турккă е çĕнĕ осман (XIX ĕү. пĕрремĕш пайĕ — XX ĕм. пĕрремĕш чĕрĕкĕ).
III. Хайхи турккă (XX ĕмĕрти 30-мĕш çулсенченпе).
Remove ads
Асăрхавсем
Литература
Каçăсем
Wikiwand - on
Seamless Wikipedia browsing. On steroids.
Remove ads