Осётр йышшисем
From Wikipedia, the free encyclopedia
Remove ads
Осётор йышшисем - чаплă пулăсем шутне кĕрекен, тăршшĕпе 9 метра çитĕнекен пулăсем. Кĕлетки вăрăм, çавракарах. Пуçĕ шĕвĕртерех лаптак е тăсăк унка аса илтерет. Çăварĕ пысăк, аялти янахĕ малалла куçма пултарать.
Ытларах юханшывсенче пурăнаççĕ. Вăлчи миллион тĕвве çитет.
Чăваш енре сарă пулă (шеврĕк), чечук, шурă пулă, шĕке пулă (шĕреккей) тĕл пулаççĕ.
Remove ads
Тĕссем
Ăрат шутне 17 тĕс кĕреççĕ[1]:
- Çĕпĕр шеврĕкĕ (Acipenser baerii)
- Пуклак пуçлă, е пĕчĕк, шеврĕк (Acipenser brevirostrum)
- Корей шеврĕкĕ (Acipenser dabryanus)
- Кӳлĕ шеврĕкĕ (Acipenser fulvescens)
- Шеврĕк, е вырăс шеврĕкĕ (Acipenser gueldenstaedtii)
- Сахалин шеврĕкĕ (Acipenser medirostris)
- Япун шеврĕкĕ (Acipenser multiscutatus)
- Адри шеврĕкĕ (Acipenser naccarii)
- Чечук (Acipenser nudiventris)
- Шĕвĕр сăмсаллă шеврĕк (Acipenser oxyrinchus)
- Перс, е Кăнтăр Каспи, е Кура шеврĕкĕ (Acipenser persicus)
- Шĕке пулă (Acipenser ruthenus)
- Амур шеврĕкĕ (Acipenser schrenckii)
- Китай шеврĕкĕ (Acipenser sinensis)
- Севрюга (Acipenser stellatus)
- Атлантика шеврĕкĕ (Acipenser sturio)
- Шурă шеврĕк (Acipenser transmontanus)
Remove ads
Каçăсем
Wikiwand - on
Seamless Wikipedia browsing. On steroids.
Remove ads