Пăлхар литератури
From Wikipedia, the free encyclopedia
Remove ads
Пăлхар литератури — Пăлхарири çынсем е пăлхарсем пăлхар чĕлхипе çырса тунă литература. Вăл славян чĕлхисем хушшинчи чи ватти шутланать: унăн никĕсне IX ĕмĕрĕн вĕçĕнчи тата I-мĕш Пăлхар патшалăхĕн тапхăрĕнче хунă.
Халăх пултарулăхĕ
Лирика
Пăлхар халăх лирики пуянлăхĕпе, туйăмсен тарăнлăхĕпе çепĕçлĕхĕпе палăрса тăрать. Лирика шутне йăла юррисемпе элегисем кĕреççĕ. Юрăсем полхар халăхĕн авалхи тĕн йăлипе çыхăннă. Вĕсенче кулленхи чун хавалĕн туйăмĕсене уçса параççĕ, Турăран çăкăр, сывлăх, пурлăх пама ыйтаççĕ. Полхар халăхĕн юрату лирика юрри çав тери ытарлă. Юрату туйăмĕ пурнăçри ĕçсенчен уйрăлмасăр пурнçа тĕрĕс кăтартса парать.
Турккăсем айĕнчи тапхăр пурнăçне хӳхĕм халăх элегисенче кăтартнă; чаплисем: «Гроба на Бояна», «Булка варви, булка варви», «Пиле писна».
Эпос
Пăлхар эпосĕн пайĕсем: паттăрлăх, кун-çул тата кулленхи.
Паттăрлăх эпосĕ пирĕн пата XV ĕмĕртен çитнĕ — çак тапхăрта пăлхар халăхĕ хăйĕн ирĕклĕхĕшĕн турккăсене хирĕç кĕрешнĕ: кральсем — Марко, Секула Детенце, Янкул тата Момчил; воеводăсем: Дайчин-воевода, Дете Голомеше. Пăлхар халăхĕн поэтика пултарулăхĕнче Пуриспа Симеон патшасем пирки нимĕн те çук, çав хушăрах Балкан çурутравĕнчи халăхсем хăйсен паттăрлăх эпосĕнче патша ăратĕнчи чаплă çыннисене кăтартаççĕ.
Богомилсен вĕрентĕвĕ пăлхар халăхĕн этеплĕхĕнче тарăн йĕр хăварнă. Богомилсен юхăмнБолге патшалăх, чиркӳ тата ертсе пыракан сословисен влаçне чĕтрентерес тесе «чиркӳ ереçĕ» тенĕ. Çак анархи юхăмĕ çĕр ĕçтĕшĕсене революциленĕ. Анчах та халăх юрă пултарулăхĕ тата развитие народного песнотворчества и устной словесности богомильство и борьба с ним оказали огромное влияние. Паттăрлăх эпос шутне хайдуксен эпосĕ кĕрет. Хайдуксем полхарсен XIX ĕмĕрте наци пăхăнманлăхĕшĕн кĕрешнĕ. Вĕсем вăйлă çирĕп çынсем пулнă, турккă влаçне хирĕç, полхар халăхне хĕсĕрлекенсене хирĕç вăрçнă. Хайдуксен кăссайĕсенче историри паллă ĕçтешсене халаплă-паттăрлă сăнарпа хайланă. Хайдук эпосĕнчи паллăрах паттăрсем: Страхил-воевода, Стоян, Ненчо, Татунго, Чавдар т. ур.
Истори эпосĕнче юлашки полхар патши Иван Шишман турккăсене кĕрешни пирки çырнă. Кулленхи эпосра пăлхарăн пурнăçне кăтартнă. Тĕп тема — арăмпа упăшка, кинĕпе хуньамăш хутшăнăвĕсем.
Кăссайсемпе юмахсем
Remove ads
Авалхи литература
Полхарине тĕне кĕртни
Школа Кирилла и Мефодия
Турккă тапхăрĕ
Турккăсем айĕнчи тапхăрта Полхарин литература пурнăçĕ Кейӳпе Мускав, çаплах Румыние тата урăх кӳршĕ çĕрсене куçать. Полхаринче вара литература аталанни пачах курăнман: çак факт питĕ сисĕмлĕ турккă пусмăрне питĕ тĕплĕн кăтартать, [1] халăхăн политикăри ансат шайĕ пирки, кая юлса пынине пĕлтерет. XVIII ĕмĕрĕн пуçламăшĕнче, полхарсен наци вăранăвĕ пуçлансан, литература пурнăçĕ тĕрекленет.
Remove ads
Пăлхарин Наци Чĕрĕлĕвĕ
Асăрхавсем
Вуламалли
Wikiwand - on
Seamless Wikipedia browsing. On steroids.
Remove ads