Пĕрлĕхен
From Wikipedia, the free encyclopedia
Remove ads
Пĕрлĕхен, (лат. Rúbus saxátilis) — нумай çул ӳсекен пыл паракан ӳсентрăран; роза йышĕнчи хăмла çырли йăхĕнчи биологи тĕсĕ.

Пĕрлĕхен - 30 см çӳллĕш таран нумай çул ӳсекен курăк. Туни тӳрĕ хытă çиплĕ. Çулçисем виççĕллĕ, яка мар, вăрăм туналлă. Чечекĕсем шурă, пысăк мар, 3-10 чечеке çупкама пуçтарнă. Çу- утă уйăхĕсенче чечеке ларать. Çимĕçĕ - тăватă çимĕçĕ пĕрлешсе хĕп-хĕрлĕ е сарă-хĕрлĕ çырла, кашнин варринче шăммми пур. Çырлисем сĕткенлĕ, уçă, йӳçĕклĕ, нар тути пекрех. Çырлисем çĕртме- çурла уйăхĕнче пиçеççĕ. Çиме юрăхлă.
Remove ads
Сарăлни
Раççейре анлă сарăлнă, Европа пайĕнче кăнтăрта кăна çук, Çĕпĕрте тата Анат Хĕвелтухăçĕнче те тĕл пулать. Нумайрах чухне нӳрлĕ вăрманченче, лăсăллă вăрмансенче тĕл пулаççĕ. Çимĕçĕсенче углеводсем, органика йӳçĕкĕсем, пектинсем, витамин С, флавоноидсем, токоферол, фитонцидсем пур. Çĕр çийĕнчи пайĕнче — алкалоидсем, флавоноидсем, рутин, витамин С пур.
Тата пăхăр
Çывăх биологи тĕсĕсем:
- Хăмла çырли
- Хура хăмла çырли
- Морошка
Асăрхавсем
Вуламалли
КАçăсем
Wikiwand - on
Seamless Wikipedia browsing. On steroids.
Remove ads