Папанов Анатолий Дмитриевич
From Wikipedia, the free encyclopedia
Remove ads
Анатолий Дмитриевич Папанов — совет театрпа кино артисчĕ, РСФСР тава тивĕçлĕ артисчĕ (1958), РСФСР халăх артисчĕ (1966), СССР халăх артисчĕ (1973).
Remove ads
Биографи
Анатолий Папанов 1922 сулхи юпан 31-мĕшĕнче (хăшпĕр хыпарсемпе, юпан 30-мĕшĕнче[1][2]) Смулен кĕпĕрнинчи (халĕ Смулен облаçĕ, РФ) Вязьма хулинче çуралнă[3]. Ашшĕ — Дмитрий Филиппович Папанов (1897—1982), вырăс çарçи пулнă, чукун çул çыхăвне сыхланă; амăшĕ — Елена Болеславовна Росковская (1901—1973), модистка, Беларуçре çуралнă[4], полька, католичка, вырăса качча каясшăн вăрттăн православи тĕнне куçнă[5][6].
Пулас актёрăн ашшĕ пултарулăх театрĕче вылянă: Николай Плотников йĕркеленĕ труппăра, император театрĕсен актриси пулнă Лучезарская (Вязьма гарнизонĕн командир арăмĕ) ертсе пынă. Çак вăхăта çамрăк актёра сцена çине, йăмăкне те, ача рольне вылямашкăн спектакле кĕртнĕ[5][7].
1930 çулта Папановсем Мускава куçса кайнă та Малые Кочки (халĕ Доватор урамĕ) урамĕнче вырнаçнă. Анатолий ача чухне Мускаври 2-мĕш шарик-подшипник савучĕн ремонт ăста лаççинче шăрантаракан пулса ĕçленĕ. 17 çул тултарсан Доме Культуры завода «Каучук» çумĕнчи драма студинче, Е. Б. Вахтангов ячĕллĕ театрн актёрĕсем Василий Куза (ăна Папанов хăйĕн пĕрремĕш вĕрентӳçĕ тесе шутланă) ертсе пынă пултарулăх театр кĕтесĕнче ăсталăхне туптанă.
1937 çулта актёр «Ленин в Октябре» кинофильмра эпизодри рабочи рольне вылянă. Кайран «Суворов», «Минин тата Пожарский», «Ленин в 1918 году» фильмсенче массовкăсенче «нумай та ăнăçлă» ĕçленĕ[8].
Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçи
Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçине 1941 çулхи çурлан 12-мĕшĕнче илсе кайнă, 73-мĕш запасри перевçĕсен полкне лекнĕ. 1941 çулхи раштав уйăхĕнче Папанова А. Д. тата унăн тусĕ Рафаевиче А. Н. чаçрен хăйсем тĕллĕн тухса кайнăшăн вăрçăри трибунал 6 çуллăха хупма йышăннă, анчах та 1942 çулхи кăрлач уйăхĕнче вăрçакан çарта фронта янă. Аслă сержант хисĕпĕнче тӳпе артиллери тĕкĕрчĕпе командăланă, 1942 çулхи пушăн 22-мĕшĕнче вĕсене Харьков патĕнче хупăрласа илнĕ, Папанов йывăр суранланнă: сирпĕннипе унăн сылтăм урине питĕ аркатнă та уран икĕ пӳрнине тăпăлтарнă[6][8]. Ултă уйăх хоспитальте выртнă хыççăн 21 çулта ăна 3-мĕш группăри инвалид ятне панă — темиçе çул хушши туяпа çӳренĕ[6][9].
Театр тата кино
Килйыш
Арăмĕ (20.5.1945 —) — Надежда Юрьевна Каратаева (1924—2019), актриса, ГИТИСре пĕрле вĕреннĕскер. Мускавра, Новодевичье çăвинче (пайрăм № 10), упăшкипе юнашар, пытарнă.
- Хĕрĕ — Елена Анатольевна Папанова[10] (1954 çур.), ГИТИСре (Владимир Андреев курсĕ) вĕренсе тухнă, М. Ермолова театрĕн актриси пулнăскер. Кĕрӳшĕ — Юрий Титов, ГИТИСре вĕренсе тухнă, РФ правительствинче референт[11][12].
- Мăнук хĕрĕ — Мария Юрьевна (1979 çур.), Ази тата Африка патшалăхĕсен институтĕнче вĕренсе тухнă, Раççейре тата Израильте пурăнать. Упăши — Александр, Израиль гражданинĕ, бизнесмен[11].
- Мăнук ывăлĕ — Игаль[12].
- Мăнук-хĕр — Надежда Юрьевна (1981 çур.), Мускаври пичет университетĕнче вĕренсе тухнă, экономист[11][12].
- Мăнук хĕрĕ — Мария Юрьевна (1979 çур.), Ази тата Африка патшалăхĕсен институтĕнче вĕренсе тухнă, Раççейре тата Израильте пурăнать. Упăши — Александр, Израиль гражданинĕ, бизнесмен[11].
Remove ads
Фильмографи
- 1970 — Белорус вокзал
Литература
- Петрович А. Анатолий Папанов // Актёры советского кино. — М.: Искусство, 1966.
- Линецкая М. Я. Анатолий Папанов. — М.: Искусство, 1972. — (Мастера советского театра). — 50000 экз.
- 4 музы Анатолия Папанова. Сборник. — М.: Искусство, 1994. — 238 с.: ил.
- Крылов Ю. К. Анатолий Папанов. Снимайте шляпу, вытирайте ноги. — С.-Петербург: Питер, 2012. — ISBN 978-5-459-01169-2
Асăрхавсем
Каçăсем
Wikiwand - on
Seamless Wikipedia browsing. On steroids.
Remove ads