Пархи

From Wikipedia, the free encyclopedia

Пархи
Remove ads

Па́рхи (ав.-перс. 𐎱𐎼𐎰𐎺 Parθava; Шаблон:Lang-xpr Parθaw; пехл. 𐭯𐭫𐭮𐭥𐭡𐭥 Pahlaw) — пирĕн эрăччен 1500 çултан маларах мар Каспи тинĕсĕнчен кăнтăр-тухăçалла выртнă аваллăхри территори. Иран чĕлхиллĕ йăхсем пурăннă. П. эрч. VI ĕмерчен, Македони Александрĕ çĕнсе иличчен, Пархи Ахеменидсен тăрăмĕн пĕр сатрапине кĕнĕ, каярах Селевкидсен патшалăхне куçнă, п. эрч. 250 - 227 çулсенче Пархи территоринче Пархи патшалăхĕ тытăнса тăнă. Селевкидсен патшалăхĕ сӳнсе пынă май, Пархи тĕрекленсе сарăлса пынă. Хăйĕн чи хăватлă тапхăрĕнче Пархи патшалăхĕ Вавилонирен, Иран урлă, Инд айлăмне çити выртнă. Пархи патшалăхĕ 227 çул тĕлнелле, Сасанидсен патшалӑхӗ çуралсан, пăчланнă.

Thumb
Аршакид империйĕн территорийĕ.
Thumb
Пархи юланучĕ. Палаццо Мадама куравĕ, Турин.
Thumb
Пархие карттă çинче пурпурпа сăрланă.
Remove ads

Географи

Пархи, пĕрлехи йĕрсемпе, çурçĕр-тухăç Иранпа тата Кăнтăр Туркменипе, танлашать. Вăл çурçĕр енче Каракумпа чикĕ тытнă, кăнтăрта Копетдаг тăвне тата Дешт-и Кавир пушхирне йышăннă. Мидипе анăçра, Гирканипе çурçĕр-анăçĕнче, Маргианăпа çурçĕр-тухăçра тата Арейĕпе (Герат оазисĕпе) кăнтăр-тухăçĕнче чикĕленнĕ. 3 облаçе пайланнă: Астауэна, Пархиен тата Алаварктикена.

Литература

  • Балахванцев A. C. Политическая история ранней Парфии. М., 2017. С. 192

Асăрхавсем

Каçăсем

Loading related searches...

Wikiwand - on

Seamless Wikipedia browsing. On steroids.

Remove ads