Патша (Макиавелли)

From Wikipedia, the free encyclopedia

Патша (Макиавелли)
Remove ads

«Патша» (итал. Il Principe} куçарнă «Кнеç») — Никколо Макиавелли флоренц шухăшлавçин тата патшалăх ĕçченĕн трактачĕ. Çак ĕçре автор влаçа илмелли методологие, тытăмламалли меслетсене тата идеал çӳллĕшĕнчи тытăмлавçăна кирлĕ пултарулăха кăтарса панă. Кĕнекен малтанхи ячĕ De Principatibus (Кнеçлĕхсем пирки).

Ку терминӑн урӑх пӗлтерӗшсем пур, Патша (пĕлтерĕшсем) пӑхӑр.
Краткие факты Жанр:, Автор: ...

Трактата 1513 çулта çырнă темелле, анчах та ăна 1532 çулта, Макиавелли вилнĕ хыççăн 5 çултан кăна, публикациленĕ. Хăйĕн тапхăрĕнче кĕнеке патшалăх пирки хыпарсене систематизацилекен, патшалăха ертсе пырассипе фундаментлă ĕç шутланнă.

Remove ads

Тупсăмлани

Патшалăхсем (Stati) тытăмланă формипе республикăсем (Repubbliche) тата монархисем (Principati) пулаççĕ. Макиавелли çырса панипе, влаçа ярса илме виçĕ формă пур: хĕçпăшал вăйĕ (armi, forza е violenza), ăнăçу (fortuna, фортуна) е ырăтăвамçă (virtù). Ăнăçу çын влаçĕнче мар, çавăнпа Макиавелли хăйĕн тимлĕхне хĕçпăшал вăйĕ тата ырăтăвамçă çине хурать, иккĕшĕ те пĕр-пĕрне пулăшаççĕ тет. "Хĕçпăшаллă кĕлĕçсем çĕнтереççĕ" (Profeti armati vinsono), çырать вăл. Макиавелли çырнипе, патшан хăш чухне чĕрчун пек (bestia) пулмалла, вĕсенчен вăл тилĕпе (volpe) арăслана (lione) палăртать. Тулаш вăйĕ (forza) пĕтнипе е халăх йĕрĕннине (disprezzato) пула влаç ура айĕнчен шуçса каять, енчен те патша хăйĕн йĕрсĕрлĕхне (пороки) кăтартать е тытса пыракан çĕршыври "пурнăç йăли-йĕркине" пăсать.

Remove ads

Çав. пекех

  • Антимакиавелли
  • Макиавеллиан интеллекчĕ
  • Элчеллĕ демократи

Асăрхавсем

Литература

Каçăсем

Loading related searches...

Wikiwand - on

Seamless Wikipedia browsing. On steroids.

Remove ads