Пеленçер (Пăлхар)
From Wikipedia, the free encyclopedia
Remove ads
Пеленçер (перс. «боланд» тата «джор» — «вăрăм тăрăх») хальхи Дагестан территоринчи — вăтам ĕмĕрсенчи хула. VII — IX ĕмĕрсенче Хасар хаканлăхĕ шĕкĕр хули.
Кун-çулĕ
Авалхи çыравçă Табари хăйĕн питĕ паллă "Анналсем" кĕнекинче хасарсемпе сăварсем çине Эрменстанри арапсен тăрăнĕ Джаррах ибн-Абдуллах ал Хакими тапăнса кĕнине çырса кăтартать. Арапсем Дербента тытса илеççĕ. Хасарсемпе сăварсем вĕсене хирĕç вăрçăпа тухаççĕ, анчах çĕнтереймеççĕ. Арапсем Пеленçер (Беленджер) хулине туртса илеççĕ. Ибн-ал-Асири ăна хасарсен чи паллă карманĕ тесе калать. Табари çав кармана Пăлхар (Булкар) тесе çырнă.
М.И.Артамонов "Хасарсен историйĕ" кĕнекинче кун пирки çапла çырать:
"У Табари она названа Булкар. Так, судя по его словам, назвалась страна по имени населявших ее болгар, составляющих, по свидетельству "Армянской географии", один народ с хазарами".
Çакна А.Я.Гаркави те 1887 çулта "Существовала ли у хазар столица под названием Баланджар?" статьинче çирĕплетсех калать. Апла пулсан, пăлхарсем те, сăварсем те, хасарсем те чăннипех те чылай вăхăт пĕр халăхлă пурăннă, кӳршисем вĕсене пĕтĕмлетсе пĕр сăмахпа, тепĕр кӳршисем - тепĕр сăмахпа чĕнме пултарнă.
Ун чухне Пеленçер хулинче Улăп-Илитверĕн ачи е мăнукĕ патшара ларнă пулас
"Этот правитель, именуемый у ибн-ал-Асира сахиб, а у Билами - Михтар, был наследственным князем болгар, одним из потомков Алп-Илитвера, -
çырать М.И.Артамонов, -
оказавшимся в более тесной зависимости от хазар, чем его предок".
Пăлхарсен Пеленçерĕ тăшмана тӳрех парăнман. Çакă арапсене питĕ тарăхтарнă. Кайран, хулана туртса илсен, Джаррах ибн-Абдуллах ал Хакими тыткăна лекнĕ хула çыннисене юханшывра путарса вĕлерме хушать. Ку халĕ Сулак юханшывĕ пулĕ теççĕ.
Пеленçер пăлхарĕсем вара çурçĕрелле тараççĕ. Кун пирки М.И.Артамонов "Хасарсен историйĕ" кĕнекере çырать:
"Многие из них бежали на север. Два столетия спустя ибн-Фадлан нашел несколько тысяч беленджерцев среди волжских булгар".
М.И.Артамонов тата хунсен патшалăхĕн çурçĕр пайне Пулхер-Пăлхар (Булкер-Болгар) тет. Кунта пĕрсула (барсил-берсула) йăхĕсем пурăннă. Вĕсем те каярахпа Вăтам Атăл çине куçса кайнă. Эппин, чăнах та, Атăлçи Пăлхар патшалăхне никĕслекенсем Купрат патша тăхăмĕсем çеç мар, хальхи чăваш тăхăмĕсем - хасарсем те, сăварсем те, ытти хунсем те пулнă. Пăлхарсем VII- VIII ĕмĕрсенче Хура тинĕсĕн хĕрринче çеç мар, Каçпи тинĕсĕн хĕрринче те пурăнни палăрать. Ахальтен мар ĕнтĕ, Азербайджан çĕрĕ çинче (топонимика) пăлхар (болгар), пăлкар (болкар), пулхар (булхар) ятсем час-часах тĕл пулаççĕ.
Remove ads
Вуламалли
- М.И.Артамонов "Хасарсен историйĕ".
- Юхма Мишши, «Авалхи чăвашсем, Шупашкар, 1996.
Çавăн пекех пăхăр
Асăрхавсем
Каçăсем
Wikiwand - on
Seamless Wikipedia browsing. On steroids.
Remove ads