Петрозаводск
Карел Республикин тӗп хули From Wikipedia, the free encyclopedia
Remove ads
Петрозаводск (выр. Петрозаводск, карел., вепс. те финн. Petroskoi) — Карели Республикин, Раҫҫейӗн ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енче тӗп хули. Онега кӳлли хӗрринче вырнаҫнӑ.
Remove ads
Этимологи
Авӑн 1, 1703 ҫулта, хӗҫпӑшал-завочӗ (Шуйский ятлӑ) туни чухне, ҫак пуранакан вырӑнта никӗсленӗ[1]. 1704 ҫулта, самантра завод вӗҫсе туни чухне, халӑх пуранакан вырӑнӗ Пётр I ятне улӑштарнӑ, Петровский завочӗ. Завод патне посёлок Петровская слобода пекех ятлӑ. 1777 ҫулта слобода хула статусӗ илнӗ тата Петрозаводск хули ятлӑ[2]. 1941 ҫулта, финн ҫарӗсен оккупацийӗ хыҫҫӑн, хула Яанислинна (фин. Äänislinna) е Онегаборг (швед. Onegaborg)[3] ятне улӑштарнӑ. Петрозаводск, Хӗрлӗ арми ҫаресен ирӗктерӗвӗ хыҫҫӑн, хӑйӗн ячӗ каялла илнӗ[4].
Remove ads
Географи
Хула Хӗвелтухӑҫ-Европа тӳремлӗхӗнче Олонец сӑртлӑхӗрен те Шокша йӑранӗрен ҫурҫӗре вырнаҫнӑ. Онега кӳллин Петрозаводск тинӗс пырӗ тӑрӑхла хӗрринче вӑл тӑрать. Хула йӗри-тавра вӑрманпа кӳлӗ.
Петрозаводскран 1091 км Мускава тата 412 км Санкт-Петербурга.
Петрозаводск территорийӗ 113,26 км²[5], хула тӑрӑхӗн территорийӗпе — 615,9 км²[6].
Кунҫул
Авӑн 1, 1703 ҫулта, Пётр I указӗпе Онега кӳллин хӗрринче патшалӑх хӗҫпӑшал завочӗ туни чухне, хула никӗсленӗ. Хула статусӗ - Пуш 21 (Ака 1) 1777 ҫултан. 1788 ҫулта Александр завочӗшӗн Петрозаводскра чи пӗрремӗш тӗнчере завод пӗлтерӗшӗ чукун ҫул тунӑ - "чукун кустӑрма пӑрӑхӗ".
- Юпа 19, 1999 ҫултан - "Петрозаводск хули" мунципаллӑ йӗркелленӳ, Петрозаводск хула пуранакан вырӑнӗ.
- Ҫу 16, 2007 ҫултан - Петрозаводск хула тӑрӑхӗ.
Ҫӗртме 26, 2023 ҫултан Петрозаводск хула тӑрӑхӗн вӑхӑтлӑ пуҫлӑхӗ - Инна Сергеевна Колыхматова.
Халӑх
2023 ҫулта Петрозаводскра 235 793 ҫын пурӑннӑ.
- Наци тытӑмӗ (2002 ҫул)

Remove ads
Асăрхавсем
Вуламалли
Каçăсем
Wikiwand - on
Seamless Wikipedia browsing. On steroids.
Remove ads