Префикс (лингвистика)
From Wikipedia, the free encyclopedia
Remove ads
Префикс (лат. praefixus «умне пĕрлештерни»), — сăмах тымарĕ умне кĕрсе ларнă аффикс. Префикс хушăннипе пĕр сăмахран тепĕр сăмах пулать. Тĕслĕхрен: та + кам > такам, те + мĕн > темĕн, ни + кам > никам, ни + мĕн > нимĕн. Ни- префикс хушăннипе ыйту местоименийĕсенчен çуклăх местоименийĕсем (никам, нимĕн, нимĕнле, ниепле, нихăш, нимĕн чухле), та- (те-) хушăннипе паллă мар местоименисем (такам, темĕн, темĕнле, тепле, темиçе, тахăш) пулаççĕ.

Ни- — вырăс чĕлхинчен йышăннă префикс. Танлаштарăр: никам — никто, нимĕн — ничто, нимĕнле — никакой. Чăваш чĕлхи ăслăлăхĕнче та-(те-), ни- префикссене юлашки вăхăтченех çуклăх татăкĕсем тенĕ.
Remove ads
Wikiwand - on
Seamless Wikipedia browsing. On steroids.
Remove ads