Пуэр

From Wikipedia, the free encyclopedia

Пуэр
Remove ads

Шаблон:Чей карточки

Thumb
Пуэр

Пуэр (Пуэр провинцинчи китай|普洱茶|普洱茶|pǔ'ěrchá|пуэрча|чейĕ}}) - ферментленĕ хыççăнхи чей. Уйрăммăн технологипе хатĕрлеççĕ: симĕс чейĕ таран тирпеленĕ çулçăсене микробсемпе ускурса ферментлеççĕ — хăй майĕпе е ӳнерлĕн (хăвăртласа) ватăлтараççĕ[1]. Ферментлекен микробсем: Aspergillus acidus, Аспергилл йăхĕнчи кăмăска кăмписем [2].

Пуэр чейĕ ферментленипе уйрăлса тăрать — çав стади вара тĕрлĕ вăхăта тăсăлма пултарать. Унта хутшăнакан микроорганизмсем чейĕн тутине те, хими енĕпе йышне те питĕ улăштараççĕ.

Автотранспорт аталанса кайиччен чейе вăрăм çула тухнипех, хыççăн сутиччен усранипех ферментленĕ.

XX ĕмĕрĕн иккĕмĕш çурринче, чейе нумай сутма пуçланипе тата хăвăрттăн турттарма тытăннипе чĕртавар çул çинче кирлĕ чухлĕ ферментленме ĕлкĕрейменние пула XX ĕмĕрĕн 70-мĕш çулĕсенче ятарласа хăвăрт ферментлекен технологие шутласа кăларнă (çулçăсене купаласа хунă та шывпа йĕпетнĕ, çапла вара ăшĕнче температура хăпарса пынипе васкаса ватăлнă).

Çапла ĕнтĕ пуэрăн икĕ тĕсĕ — малтанхи пекех хатĕрлени шэн пуэр (кит. йăла , çăм. , пиньинь: shēng — чĕрри, тирпелеменни, «симĕсси») тата шу пуэр (кит. йăла , çăм. , пиньинь: shú — пиçни, тирпелени, «хури») пулса кайнă.

Ферментациленипе вара пуэрсене чейсен уйрăм ушкăнне кĕртеççĕ. Хăш чухне шу пуэра çулçи хăмăр пулнипе тата ĕçми тĕксĕм-хĕрлĕ тухнипе йăнăшшăн хура чейĕн кĕçĕн тĕсĕ тееççĕ.

Thumb
Пуэр

Пуэр ватăрах пулни тутине лайăхлатать тени тавлашуллă. Тĕрĕссипе, чейĕн пахалăхĕ технологирен килет.

Вăхăт иртнĕçем шу пуэртен «йĕпе купа тутипе шăрши» тени тухса каять те пахаланать теекенсем пур. Çак процесс чăнах чылая тăсăлать: 2—3 çул усранă чейрен йӳçлĕкĕпе чĕрçулçă хытти çухалать.

Пĕлекенсем каланипе, чей 10—20 çул иртсен (тĕрĕссĕн усранă пулсан) хăйнемай евĕрлĕ пулаççĕ. Шу пуэре нумай усрани характеристине ытлах улăштармасть — хăвăрттăн ферментленĕ хыççăн вăл пиçме чарăнать.

Унсăр пуçне, 40 çултан ватăрах шен пуэр чейне лавккасенче тупма çук[3], вĕсене коллекционерсем çеç упраççĕ — шу пуэрсене 1973 çул хыççăн кăна çĕнĕ технологипе тирпелеме пуçланă.

Remove ads

Термиологи

Асăрхавсем

Каçăсем

Loading related searches...

Wikiwand - on

Seamless Wikipedia browsing. On steroids.

Remove ads