Рикки-Тикки-Тави (фильм)
From Wikipedia, the free encyclopedia
Remove ads
Рикки-Тикки-Тави (выр. Рикки-Тикки-Тави) — Центрнаучфильм киностудире Алексанлр Згуриди режиссёр 1975 çулта Редьярд Киплинг пĕр-ятлă калавĕн мотивĕсемпе ӳнерленĕ хевтеллĕ совет мусăк камичĕ.
Remove ads
Сюжет
Фильмри ĕç-пуç Индири джунглире пулса иртет. Унта Роберт Лоусонăн бунгали вырнаçнă. Унăн ывалĕ Тедди вăрманта хăйĕн тусĕпе, Джон ятлă индус ачипе çӳрет. Вĕсем иккĕшĕ тростникрен тунă кимĕ çинче кӳлĕре çуреççĕ, джунглири нумай чĕрчуна сăнаççĕ. Сасăртăк аслатиллĕ çумăр килсен ачасем çыран хĕрринче пытанаççĕ. Вĕсем хăвăрт юхакан шыв тĕрлĕ чĕрчуна туртса кайнине кураççĕ. Тедди йывăçсемпе чулсене çавăрттарса юхтаракан шыва сикет те мангуста çăлать. Анчах та çак хăюллă ĕçе пула арçын ача çурăма ыраттарать — вара ури утма пăрахать.
Remove ads
Рольсенче
- Алексей Баталов — Роберт Лоусон, варманçă, Тедди ашшĕ
- Маргарита Терехова — Маргарет Лоусон, унăн арăмĕ, Тедди амăшĕ
- Игорь Алексеев — Тедди, ывăлĕ
- Сандин Вишну — Джон, Тедди тусĕ
- Сурендра Сури — Бернард Чибнелл
- Владимир Васильев — Эдгар, тухтăр
Саскĕртни
- Андрей Миронов — Рикки-Тикки-Тави
- Вера Алтайская — Дарзи вĕçкайăк
- Юрий Пузырёв — Наг
- Ирина Карташёва — Нагайна
Ӳнерлекен ушкăн
- Лартакан режиссёр: Александр Згуриди
- Тĕп ӳкерçĕ: Пётр Пашкевич
- Композитор: Альфред Шнитке
- Ăслăх консультанчĕ: Николай Дроздов
- Р. Киплингăн ода сăввине С. Маршак куçарнă (титрта кăтарман)
Асăрхавсем
Каçăсем
Wikiwand - on
Seamless Wikipedia browsing. On steroids.
Remove ads