Тан-çинчи-Ростов

From Wikipedia, the free encyclopedia

Тан-çинчи-Ростов
Remove ads

Росто́в-Тан-çинчи́ — Хĕвелтухăç-Европа айлăмĕн кăнтăр-хĕвелтухăçенче, Тан юханшывăн çыранĕсенче, юханшыв Азов тинĕсне юхса кĕриччен 46 çм вырнаçнă раççей хули. Мускавв çитме 1094 çухрăм. Ростов облаçĕн администраци центрĕ шутланать, 2000 çулхи çăвăн 13-мĕшĕнчен Кăнтăр федераци тăрăхĕн администраци центрĕ. 1749 çулта Елисавет Петровна арăм император хутайĕпе никĕсленĕ.

Подробнее Патшалăх:, Регион: ...
Thumb
Каçхи хула. Танăн сулахай енчен

Ростов-Тан-çинчи — Раççейĕн Кăнтăрти «тĕп хула», халăх йышĕ 1,103 млн çын. Хула Раççей кăнтăрĕн кирлĕ транспорт çыххи шутланать, ахальтен мар ăна «Арамаçи Хапхи» тенĕ.

2008 çулхи çу, 5 Раççей Федераци президенчĕн хутайĕпе Ростов-Тан-çинчи хулана Раççей Федерацин чыслă «Вăрçă мухтавĕн хули» ята тивĕçтернĕ.

Remove ads

Хула тытăмлăхĕ

Хула сакăр районтан тытăнса тăрать: Ворошилов, Чукун çул, Киров, Ленин, Октябрь, Первомай, Пролетари, Совет районĕсем çине. Хулан тĕп урамĕ — Мăн Сад урамĕ.

Çутĕç

Хулара 48 аслă пĕлӳ паракан вĕренӳ заведенийĕ вырнаçнă. Вĕсем шутне 13 университет, 9 академи кĕрет. Вăтам пĕлӳллĕ професси паракан 34 заведени: 24 колледж, 5 техникум, 5 училище. Пуçламăш пĕлӳллĕ професси паракан заведени пурĕ 40. Вĕсен шутне 24 лицей, 16 професси училищи кĕрет. Пĕтĕмешле вăтам пĕл паракан шкулсен шучĕ 159.

Культура

Хулара пурĕ 43 вулавăш ĕçлет. Вĕсенчен пысăккисем:

  • Тан патшалăх халăх вулавăшĕ;
  • Максим Горький ячĕллĕ тĕп вулавăш;
  • В. М. Величкина ячĕллĕ ача-пăча облаç вулавăшĕ;
  • Облаçри ятарлă суккăрсен вулавăшĕ;
  • Медицина университечĕн ăслăлăх вулавăшĕ;
  • Ленин ячĕллĕ хулан тĕп ача-пăча вулавăшĕ

Театрсем

  • М. Горький ячĕллĕ академи драма театрĕ;
  • Ростов патшалăх пукане театрĕ;
  • Ростов облаçĕн çамрăксен академи театрĕ;
  • Ростов музыка театрĕ

Тăванлă хуласем

Thumb
Туслăх паркĕнче лартнă тăванлă хуласем ăçта вырнаçнине кăтартакан паллăсем

Тĕнчепе çыхăну программисем

  • Ростов-Тан-çинчи Альянс Франсез (фр. Allians française de Rostov-sur-le-Don)
  • Венгри элчелĕхĕн суту-илӳпе экономика миссийĕ

Хула фотографисем

Çавăн пекех пăхăр

Асăрхавсем

Вуламалли

Каçăсем

Loading related searches...

Wikiwand - on

Seamless Wikipedia browsing. On steroids.

Remove ads