Сăра

From Wikipedia, the free encyclopedia

Сăра
Remove ads

Сăра — спирт йӳçĕнĕвĕпе салатлă ăслана сăра çĕприсемпе йӳçтернĕ хаяр мар алкоголлĕ ĕçми. Паха тутине хăмла кĕртет.

Thumb
Бавари тулă сăри

Чылай тĕсĕсенчи алкоголь шучĕсем 3—6 % çав.(хăш чух 12 % çити(хаярри)), çиме япалисем (углеводсем ытларах) — 7—10 %, кăмрăк йӳçĕклĕ газĕ — 0,3—0,4 %.

Алкогольсăр сăра та вĕретеççĕ.

Сăра историйĕ

Сăра — авалхи шĕвек çимĕç, Авалхи Икĕпатра, Пайпăлра, Китайра (Шань ăрăвĕ (пирĕн эрăччен II пиçуллăх), Эрменре паллă пулнă. Çырулăхра сăрана эрмен ялĕнче пулса курнă Ксенофонт (пирĕн эрăччен V ĕмĕр) Анабасисăн 5-мĕш кĕнекинче çырнă:

) :

Вавилонра 19 тĕслĕ сăра пĕçернĕ, сăра тăвакансем ĕç-пуçне Хаммурапи саккунĕпе туса пынă. Çав йĕркесенче, сăмахран, сăра хакне палăртса хунă, кирек епле пăсавшăн айăпласа вилĕме яма пултарнă. Авалхи Икĕпатра çара кăмăллă шĕвек-çимĕç шутланнă. Археологи ĕçĕсене çăк çĕршывра ирттерсе сăра пĕçермелли чи авалхи меслет тупнă. Рим империнче сăрана ытлах ĕçмен, кунта эрехе çеç кăмăлланă. Анчах та хăшпĕр рим историкĕсем пирĕн эрăн пуçламăшĕнче çырнипе, кельт, герман тата урăх йăхсем сăра ĕçнĕ пулнă. Викингсем шутланипе, Вальхаллере те (скандинави халаплăхĕ тăрăх, çапăçура пуç хунă паттăрсен вырăнĕ) арçынсен черккисенче сăрапа тулнă тет. Сăрана тулăран, сĕлĕрен, ырашран, виртен тата пăрирен пĕçернĕ. Вăтам ĕмĕрсенче Европăра сăра пĕçересси мăнаçтăрсене куçать.

Мăнаçтăр хроникисенче çырнипе, хăмлапа пĕрремĕш хут VIII ĕмĕрти усă курнине пĕлме пулать. Германире ăна XII ĕмĕрте, Нидерландсенче — XIV ĕмĕр пуçламăшĕнче, Англире — XV ĕмĕр пуçламăшĕнче. Европа мăнахĕсем сăра пĕçерес технологине лайăхлатаççĕ — хăмлана консервант вырăнне усă курма тытăнаççĕ.

<Куçару: >

Remove ads

Этимологи

Со́джу (кор. 소주, 燒酒) — корейсень йăла-йĕрке алкоголлĕ шывĕ.

Çавăн пекех пăхăр

Каçăсем

Remove ads
Loading related searches...

Wikiwand - on

Seamless Wikipedia browsing. On steroids.

Remove ads