Сĕнтĕкçырми
From Wikipedia, the free encyclopedia
Remove ads
Сентĕкçырми — Чăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай районĕнчи ял.
| Статьяна капăрлатмалла. Эсир проекта пулăшма пултаратăр. Ӳкерчĕксене тата капăрлатусене Википеди йĕркисемпе татăçуллă хайласа кĕртме пултаратăр. Капăрлатусене шырас тесен:
|
Remove ads
Тавралăхĕ
Халăх йышĕ, ял тытăмĕ
Кун-çулĕ
Сĕнтĕкçырми ялĕнче пурăнакан 82 çулхи Серафима Григорьевна Яруткинăран 2009 çулта Светлана Яруткина çырса илнипе çапла пулнă:
Хаяр Йăван Хусана çĕнтерсе иличчен Шупашкар таврашĕнчен Сĕнтĕк ятлă арçын хăй çемйипе çак çĕрсене килсе вырнаçнă. Вăл малтан пурăннă вырăна вырăссем тапăннă. Вĕсем пурăнакан кашни çыннăн пӳрт алăкне каштапа тĕкĕленĕ те вут тĕртнĕ. Питĕ хăвăрт хыпса илнĕ çуртсенчен хăтăлайманнисем чылай пулнă. Çар çынни пулнă Сĕнтĕк хĕçпе çапăçса çемйипе тарма пултарнă, анчах хăваласа çитнĕ вырăссем икĕ ывăлне вĕлернĕ. Çăлăнма пултарнă Сĕнтĕкпе арăмĕ хăйсене килĕшнĕ вырăна суйласа илсе пӳрт-çурт çавăрнă, выльăх-чĕрлĕх усрама пуçланă. Кăштах вăхăт иртсен Сĕнтĕке вырăссем шыраса тупнă та ăна вĕсем Хусана вăрçса илме чĕнеççĕ. Анчах вăл вĕсемпе кайма килĕшмен. Çавăнтанпа Сĕнтĕк çынсемпе ытлах хутшăнман. Хăй вăл питĕ чарусăр, харсăр пулнă. Сĕнтĕк çутă сăнлă, сарă çӳçлĕ, тăрăхларах пуçлă, лутраскер. Вĕсен икĕ ывăл çуралнă. Пĕрне — Ярутти, теприне Яртуш тенĕ. Сĕнтĕк йăхĕ йышлансах пынă. Çапла майпа пуçланса кайнă та Сĕнтĕкçырми ялĕ
Вуламалли
Асăрхавсем
Каçăсем
Wikiwand - on
Seamless Wikipedia browsing. On steroids.
Remove ads
