Садовничий Виктор Антонович
From Wikipedia, the free encyclopedia
Remove ads
Виктор Антонович Садовничий — Раççей математикĕ. 1939 çулхи ака уйăхĕн 3-мĕшĕнче Украинăри Харьков облаçĕнчи Краснопавловка салинче çуралнă. 1992 çултанпа М. В. Ломоносов ячĕллĕ Мускав патшалăх университечĕн ректорĕ.

Раççей ректорĕсен ушкăнĕн ертӳçи.
Remove ads
Пурнăçĕ
1963 çулта МПУн механикăпа математика факультетĕнче математик ĕçне вĕренсе тухнă. 1974 çулта доктор диссертацине хӳтĕленĕ. 1975 çултанпа — МПУ профессорĕ. 1981—1982 çулсенче шутлав математикин тата кибернетика факультечĕн функционаллă анализăн тата унăн приложенисен кафедрин ертӳçи, 1982 çултанпа паян куна механикăпа математика факультечĕн математикăллă анализăн кафедрин ертӳçи. МПУ-ра çак ĕç вырăнĕсенче ĕçленĕ: механикăпа математика факультечĕн деканăн тĕпчев ĕçĕсен çумĕ, проректор çумĕ, проректор (1982-1984), пĕрремĕш проректорĕ (1984—1992). Çак çулсенче КПСС-ра пулнă, мехмат тата МПУ партком ĕçĕсене хастар хутшăннă. МПУ ректорне 1992 çулхи пуш уйăхĕн 23-мĕшĕнче суйланă. 1996, 2001, 2005 (альтернативăсăр суйлав пулнă) çулсенче татах суйланă.
Remove ads
Хисепĕсем
- Раççей Тĕпчев Академин пайташ-корреспонденчĕ (1994)
- РТА пайташĕ (1997)
- РТА Президиум пайташĕ
- СССР Патшалăх парни лауреачĕ (1989)
- Франци республикин наци Командор орденĕн Хисеп палли.
- Тĕнчери нумай университетсен хисеплĕ тухтăрĕ.
- Раççейĕн тата ют çĕршывĕсен чылай тĕпчевлĕ журналĕсен редакци коллегисене кĕрет.
- 150 яхăн тĕпчев ĕçĕсем хатĕрлесе пичетленĕ.
- Садовничий ертсе пынипе 40 кандидат тата 10 доктор диссертацисене хӳтĕленĕ.
Remove ads
Асăрхавсем
Вуламалли
Каçăсем
Wikiwand - on
Seamless Wikipedia browsing. On steroids.
Remove ads