Самар кĕпĕрни

From Wikipedia, the free encyclopedia

Remove ads

Самар кĕпӗрни Раççей империн 1851—1928 çулсенчи администрациллĕ-территориллĕ виçи. Кĕперне тӗп хули — Самар.

Кун-çулĕ

18-мӗш раштав уйӑхӗнче 1850 ҫулта Николай I указӗпе никӗсленӗ.

Администрациллĕ пайланăвĕ

Thumb
Самар кĕпернин 1851—1918 çулсенчи администрациллĕ пайланăвĕн картти

Йĕркеленĕренпе 1918 çулчен кĕпернене 7 уес кĕнĕ:

Подробнее №, Уес ...

Пурĕпе кĕпернере 305 вулăс, 4 хулаçум, 14 слобода, 5 карман, 634 чиркӳллĕ ял, 1376 ял, 29 пĕчĕк ял, 498 хутор, 141 нимĕç колони кĕнĕ. 500 ытла кил-картиллĕ ялсен шучĕ — 76.

1918 çулта Николаев уесне Пугачёв ята куçарнă.

1919 çулта Ставрополь уесен пайĕнчен Мелекес уесĕ туса хунă. Çав çултах Çĕнĕ Ӳсен уесне Сарăту кĕпернине куçарнă.

1920 çулта Пĕкĕльме уесĕн чылайăшĕ Тутар АССР территорине хушăннă, сахалраххи — Бугуруслан уесне кĕнĕ.

1921 çулта Пугачёв уесне пайласа Балаково уесне уйăрнă, Балаково хулинче центр тунă.

1924 çулта Ставрополь уесне пĕтернĕ, унăн территорине юнашар уессене пайласа панă. Çав çултах Балаково уесне пăрахăçланă, вулăсĕсене Пугачёв уесне куçарнă.

Remove ads

Асăрхавсем

Литература

Каçăсем

Loading related searches...

Wikiwand - on

Seamless Wikipedia browsing. On steroids.

Remove ads