Самар (юханшыв)
From Wikipedia, the free encyclopedia
Remove ads
Самар юханшыв, — Атăлăн сулахай юппи, Самар облаçĕ тата Ăренпур облаçĕ тăрăх юхать.
Тăршшĕ 594 км, бассейн лаптăкĕ 46,5 пин. км².
Remove ads
Ячĕ пулни
Авалхи ячĕсем: Самур, Ой Су е Хой Су (Пицигани (1367 ç.); фра Мауро (1459 ç.)).
Ячĕ мĕнле пулни пирки халлĕхе пĕр чĕлхе тупман. Темиçе теори пур.
- Арап ĕлчи секретарĕ Ахмед ибн Фадлан (921 ç.) юханшыва Самур (иран.) «хăнтăр, ăтăр». Вырăс тата тĕрĕк халăхĕсен чĕлхипе ку чĕрчунсем ячĕпе çыхăннă юханшыв ячĕсем нумай (Кондузла, Бобровка, Хăнтăрчă).
- М.Фасмер тутар., чăваш. «Самар», калмăк. «Самр», чагатай. «Самар» — мишук, кăркăс. «Сардар» — таз, чӳлмек сăмахĕсемпе çыхăнтарă. Тĕрĕк чĕлхисемпе çак сăмахсемпе юханшыв пăрăнăçне, ун чăнкă вырăнне палăртнă тесе шутланă.
- В. Ф. Барашков монгол челхинчи Самар (мăйăр) самар сăмахпа çыхăнтарнă.
- И.Никольский иран чĕлхинчи «сам» е «шам» тымарпа е венгăрсен «семар» (пушхир, çеçенхир) тата венгăрсен «ар» (çеçенхирти юханшыв) сăмахĕсенчен хирти юханшыв пулнă тесе шутланă.
- монголсен «samura, samaura» — пăтрантар, хутăштар сăмахĕсенчен.
Ытти авторсем тата çак вариантсене асăннă:
- Ной ывăлĕ Сим ячĕпе. Ун айĕнче Атăл тата Самар çыранĕсенчи çĕрсем пулнă имĕш.
- Самарканд хула ячĕнчен. Ăна Шамар (Самар) ятлă патша никĕсленĕ имĕш.
- библири Самарирен.
- арапла «сурра мин раа» — "куракан савăнать". Ĕлеххи Аббасид патшалăхĕн (хальхи Иранта) тĕп хули Самарра, Тигр юханшывĕ хĕрринче вырнаçнăскер, çавăн пек этимологи никĕслĕ.
- вырăсла «сама» тата авлхи грек тата авлхи икĕпат чăлхинчи Атăл ячĕнчен («Ра») Атăл пекех тулли шывлă.
- авалхи вырăс чăлхинчи «самара», «самарка» (вăрăм тумтир) сăмахсенчен.
Remove ads
Пысăк юпписем
- Мăн Уран
- Кĕçĕн Уран
- Ток
- Бузулук
- Боровка
- Аслă Кинель
Пахалăхĕ
Самар айлăмĕ 10-16 ç сарлакăш. Сылтăм çыранĕсем чăнкăрах, сăртсемпе чикĕленеççĕ. Самар шывĕн минерализацийĕ 500-840 мг/л. Шыв гидрокарбонат классне кĕрет, кальци группине. Анчах сульфат ионăн шайĕ пысăкрах.
Самар шывĕнчи минерал шучĕ 503,7 - 839,0 мг/л. Шыв гидро-карбонат класне, кальци ушкăнне, çапах та ытларах сульфат-ионлă (рН = 7,6).
Шыва тĕпрен илсен, нитритсем, фенолсем, нефть продукчĕсем, хлор-органика пестицичĕсем варалаççĕ.
Вуламалли
- Самара (река в Оренбургской и Куйбышевской обл.) — ПСЭ
- Самара в «Словаре современных географических названий»(ĕçлемен каçă)
- Голубая книга Самарской области: Редкие и охраняемые гидробиоценозы. — Самар: СамНЦ РАН, 2007. — 200 с. — ISBN 5-93424-189-3
Каçăсем
Wikiwand - on
Seamless Wikipedia browsing. On steroids.
Remove ads