Седых Наталья Евгеньевна

From Wikipedia, the free encyclopedia

Remove ads

Наталья Евгеньевна Седых (1948, утă, 10, Мускав, РСФСР, ССРП çур.) — совет/раççей театр/кино актриси.

Краткие факты Çуралнă чухнехи ят, Çуралнă вăхăт ...
Remove ads

Биографи

Наталья Евгеньевна 1948 çулхи утăн 10-мĕшĕнче Мускавра çуралнă. Тăватă çул тултарсан пĕрремĕш хут коньки çине тăнă — «Совет Пĕрлешĕвĕнчи чи çамрăк фигуристка» пулса тăнă.

Совет тапхăрĕнчи куравçăсем ăна «Морозко» юмах-фильмĕнчи (1964 çул) Настенька сăнарĕпе астăваççĕ. Фильмри тĕп роле Александр Роу режиссёр вунпиллĕк çулхи хĕре ТВ ярăмĕнче «Вилекен акăш» номерĕнче ярăннине курсан чĕннĕ. 1968 çулта вăл Александр Роу ӳнерленĕ «тепĕр юмах-фильмĕнче» роле вылянă.

1969 çулта Наталья Седых Мускаври хореографи вĕрентешĕвĕнче (С. М. Мессерер класĕ) пĕлӳ илнĕ, çакăн хыççăн вара Большой театрĕн балет труппине хĕсмете кĕнĕ. Малтан кордебалетра ташланă, кайран солистка пулнă. Театр ушкăнĕпе пĕрле нумай гастроле çӳренĕ. «Ыйхăри чиперкке», «Щелкунчик», «Чайка» спектакльсене хутшăннă. Артистка чи пысăк пултарулăх ăнăçăвĕ тесе «Анна Каренина» балетĕнчи Китти партине шутлать, унта унăн партнёрĕсем Майя Плисецкая тата Марис Лиепа пулнă.

1990 - 2006 çулсенче Наталья Седых Марк Розовский ертсе пыракан «У Никитских ворот» театрĕнче ĕçленĕ.

Килйыш

  • Упăшка — Виктора Лебедева (1935—2021), пĕрле вунă çул пурăннă
    • Ывăл — Алексей (1981 çур.)[1].
Remove ads

Фильмографи

Подробнее Çул, Фильм ...
Remove ads

Асăрхавсем

Каçăсем

Loading related searches...

Wikiwand - on

Seamless Wikipedia browsing. On steroids.

Remove ads