Сенегал

From Wikipedia, the free encyclopedia

Сенегал
Remove ads

Сенега́л (фр. Sénégal), официаллă — Сенега́л Респу́блики (фр. République du Sénégal) — Хĕвеланăç Африкăри патшалăх, Сенегал юханшывĕнчен кăнтăрарах вырнаçнă. Ятне юханшыв ячĕпе панă. Хĕвеланăçалла Атлантика океанĕ сарăлать, çурçĕрте Мавританипе, хĕвелтухăçĕнче Гвиней тата Гвинея-Бисаупа кăнтăрта чикĕ тытать. Патшалăх ăшĕнче Атлантика океанĕнчен хĕвелтухăçнелле Гамби патшалăхĕ 300 çх патнелле тăсăлать.

Краткие факты Патшалăх чĕлхисем, Тĕп хула ...
Remove ads

Географи

Ӳкерчĕк:Рельеф Сенегала.png
Сенегал рельефĕ

Сенегал — саваннăсемпе сайра вăрмансем ӳсекен тӳрем çĕршыв, субэкватор кламтĕнче вырнаçнă. Сенегал тăрăх типмен икĕ юханшыв юхать - çурçĕрте Сенегал тата кăнтăрта Казаманс. Ыттисем типĕ тапхăрта шывсăр юлаççĕ. Шултра чĕрчунсене пĕтемпех пĕтернĕ теме пулать, çавах саваннăра антилопăсем тĕл пулаççĕ. Шакал, гепард, леопард çын çитмен вырăнсенче çеç юлнă. Вĕтĕ кышлакансем, кайăксем, тĕрлĕ хуртсме нумай. Çыран хĕррринчи шывра пулăсем, çав шутра акулăсем, нумай.

Remove ads

Халăх

Тĕп статья: Сенегал халăхĕ

Халăх йышĕ - 14,1 млн (июль 2010). Çулталăкра ӳсни - 2,7 %, пĕр хĕрарăм вăтамран 4,86 ача çуратнă. Вăтамран 59 çул пурăнаççĕ (57 - арçынсем, 61 - хĕрарăмсем). ВМЧ вирусĕ çынсен 1 % (2007) яхăн. 20 яхăн этника ушкăнĕ, вĕсенчен чи йышлисем волоф (43 %), фульбе (24 %)тата серер (15 %). Шуррисем (французсемпе ливансем) 1% яхăн. Официалă чĕлхе — франци, вырăнти чĕлхесемпе анлă усă кураççĕ. Арçынсен 51 %, хĕрарăмсен 29 % хутла пĕлеççĕ. Тĕн — мусульман 94 %, христиан 5 %, вырăнти тĕнсем 1 % яхăн.

Хулара пурăнакансен шайĕ 42 % (2008) .

Remove ads

Административла пайлану

Тĕп статья: Сенегал административлă пайланăвĕ
Thumb
Сенегал обаçĕсем

Сенегал 14 облаçе пайланать.

Подробнее №, Облаç ...



Асăрхавсем

Loading related searches...

Wikiwand - on

Seamless Wikipedia browsing. On steroids.

Remove ads