Сидюков Алексей Фёдорович
From Wikipedia, the free encyclopedia
Remove ads
Сидюков Алексей Фёдорович — Совет Союзĕн Паттăрĕ, снайпер. Вăл 1909 çулта Самар облаçĕн Клевлĕ районĕчи Клевлĕ ялĕнче çуралнă. 1944-мĕн çултан КПСС пайташĕ.
Вăрçăра 1941-мĕш çулхи раштав уйăхĕнчен. 222-мĕш гварди стрелоксен полкĕн (72-мĕш гварди дивизийĕ, 7-мĕш гварди çарĕ, Çеçенхир фрончĕ) снайперĕ Алексей Сидюков 25.9.43 каçхине малтисен хушшинче Днепропетровск облаçĕн Верхнеднепрвск районĕн Бородаевка ялĕ патĕнче Днепр юханшывĕ урлă каçнă. Плацдарма тытса тăнă тата сарнă вăхăтра снайпер 14 гитлеровеца пĕтернĕ.
1945-мĕш çулхи Мускаври Çĕнтерӳ парадне хутшăннă. Клевлĕ районĕнчи Чигмалиновка ялĕнче пурăннă, колхозра ĕçленĕ.
Remove ads
Чыславсем
- Совет Союзĕн Паттăрĕ № 1500;
- Ленин орденĕ;
- Тăван çĕршыв вăрçин орденĕ (1 шай)
- Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕ - 2.
Хура Çăл ялĕнче ăна асăнса урам ятне панă.
Асăрхавсем
Вуламалли
Каçăсем
Wikiwand - on
Seamless Wikipedia browsing. On steroids.
Remove ads