Смалайкин Александр Дмитриевич
From Wikipedia, the free encyclopedia
Remove ads
Александр Дмитриевич Смалайкин (21.2.1929, Туканаш, Хĕрлĕ Чутай районĕ, Чăваш АССР — 6.10.2006, Хĕрлĕ Чутай сали, Чăваш Республики, РФ) — ялхуçалăх ĕçĕсене йĕркелекенĕ, коммунизм ĕçченĕ, «Искра» колхоз председателĕ, Социализм Ĕçĕн Паттăрĕ (1971)[1]
Remove ads
Биографи
1929 çулхи нарăсăн 21-мĕшĕнче Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Туканаш ялĕнче çуралнă. 13 çул тултарсан тăлăха тăрса юлнă. Тăван ялтах çитĕннĕ. 15 çула çитсен, 1944-па «Передовик» колхозра ĕçе пикеннĕ. Çара хĕсмете кайиччен Мичурин ячĕллĕ тата «Искра» колхозсенче ĕçленĕ. 1949 çулта Хĕрлĕ Çара илнĕ. Унта, 1952 çулта, партине кĕнĕ. Хĕсметрен таврăнсан Чăваш ялхуçалăх шкулне вĕренме кĕнĕ, 1955 çулта ăнăçлă вĕçленĕ. 1955/1956 çулсенче Мичурин ячĕллĕ колхозра агрономом пулса тăрăшнă. 1956 çулта «Искра» колхоз председательне суйланă. 1965 çулта Мускавра Партин аслă шкулĕнче пĕлӳ илнĕ. 1966 çулта ăна Ленин орденĕпе чысланă.
1971 çулта пиллĕкçуллăх планне пурнăçланăшăн Социализм Ĕçĕн Паттăрĕ ята тивĕçнĕ.
1973 - 1979 çулсенче ССКП Хĕрлĕ Чутай РК пĕрремĕш секретарĕ. 1979 çулта каллех «Искра» колхоз председателĕ. 1988 çулăн нарăс уйăхĕнче пенсие тухнă. Пенсионер чухне, 1988 - 1992 çулсенче район музейне тытса пынă. Пандиково ялĕнче И. Н. Ульянов музейне йĕркелеме хутшăннă.
Чăваш АССР Аслă Канашĕн депутатне суйланă.
Remove ads
Чыслани
- Социализм Ĕçĕн Паттăрĕ — ССРП Аслă Канашĕн Президиумĕн 1971 çулхи акан 8-мĕшĕнчи Хутайĕпе
- «Çурлапа Мăлатук» медалĕ
- Ленин орденĕ (икĕ хутчен)
- Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕ
- Хĕрлĕ Чутай районĕн хисеплĕ гражданинĕ
Асăнмалăх
- Александр Смалайкин паркĕ, Атнар сали[2].
Асăрхавсем
Литература
Каçăсем
Wikiwand - on
Seamless Wikipedia browsing. On steroids.
Remove ads