Стамбул

From Wikipedia, the free encyclopedia

Стамбул
Remove ads

Стамбул (тур. Istanbul) — Турцин пысăк, паллă тинĕс порчĕ, промылă, сутă-илӳллĕ хули тата тĕнчери паллă культура тĕпĕ. Унченн Константинополь тесе ятланă. Хăш-пĕр авалхи вырăс источниксенче хулана "Царьград" тесе чĕнеççĕ[1].

Подробнее Патшалăх:, Регион: ...
Thumb
Сехет йĕппи енĕпе: "Ылтăн мăйрака" залив; Хĕр башни; Кивĕ трамвай Истикляль урамĕнче; Левент ĕç районĕ; Ортакёй мичĕтĕ Босфор заливĕ умĕнче; Çветтуй Софи чиркĕвĕ.
Remove ads

Географи

Босфор пролив хĕррисенче вырнаçнă. Стамбул сăртлă вырăнта, Турцин çурçĕр-анăçĕнче, Босфор пролив икĕ хĕрринче, кăнтăртан Мрамор тинĕсĕ хĕрринче ларать. Хулан чылайăшĕ Европăра шутланать, пĕчĕк пайĕ — Азире. Европа пайĕ, хăйне май тата иккĕне Ылтăн Мăйрака бухти патĕнче уйрăлать. Хула лаптăкĕ — 1 538, 77 çм². Стамбул географи шутĕнчен питĕ ăнăçлă ларать — хула тĕнче пайĕсене çыхăнтаракан çулсем çинче вырнаçнă: Европăран Азине тата Хура тинĕсрен Мрамор тинĕсне те малалла Вăтаçĕр тинĕсне.

Remove ads

Истори

Thumb Thumb Thumb Thumb


1930-мĕш çулчен Константино́поль (греч. Κωνσταντινούπολις, тур. Konstantiniyye) ятлă, 450 çулчен Çĕнĕ Рим е Иккĕмĕш Рим (греч. Νέα Ρώμη, лат. Nova Roma), 330 çулчен Висанти (греч. Βυζάντιον) ятлă пулнă. Вăтам ĕмĕрсенче вырăс çырăвĕсенче Царьград (Патша-хули) тесе палăртнă, паянхи вырăс чĕлхинче вăл архаизм пулать, çавах та болгар чĕлхинче çак сăмахпа (Цариград) халĕ те Истанбул (Стамбул) хулан синонимĕ туса усă кураççĕ. Турци республикине 1923 çулта йĕркеленĕ хыççăн шĕкĕр хулине Константинопольтен (Стамбул) Анкарана куçарнă. 1930 çулхи пуш, 28 турккăсем хулана Стамбул ят панă. Хула ĕлĕк Рим, кайран Висанти импери тĕп хули пулнă. Пĕррехинче вырăс кнеçĕ Олег çĕнтерсе хăй аллине илнĕ. 1453 çулхи çу, 29 хулана Мехмед II султан ертсе пынипе Осман импери çарĕсем туртса илнĕ.

Remove ads

Халăхĕ

2006 çулта хулара 10 млн. çын пурăннă.

Thumb
Стамбулта пурăнакан грек халăх йышлăхĕ тата унăн пайĕ 1844-1997 çулсенче.

Демографи

Халăх йышлăхĕ ӳсни:

Подробнее Çул, Халăхĕ ...
Remove ads

Климачĕ

Thumb
Стамбул хĕлле.

Стамбул вăтам климат ярăмĕнче вырнаçнă. Băтаçĕрти, çемçе те нӳрĕклĕ, ир çуркуннерен пуçласах кай кĕруннечченех ăшă, тӳпе пĕлĕтлĕ (вăтам температура кăрлăчра — +3 — +9 °C, утăра — +20 — +29 °C, шыв температури — +23 °C. Çулта 870 мм чухлĕ нӳрĕк укет. Хĕлсем çăмăрлă, хăш чухне юр çукалать.

Уйăхри вăтам температурăна кăтартни:

Подробнее , ...
Remove ads

Стамбулăн тĕлĕнтермĕшĕсем

Висанти тапхăрĕ

Стамбулăн мечетĕсем

  • Султанахмед мечетĕ («Кăвак мечет»)
  • Сулеймание мечетĕ (Сулеймание-джами)
  • Рустампаша мечетĕ
  • Çĕнĕ мечет (Йени Джами мечетĕ)
  • Беязит мечетĕ
  • Фатих мечетĕ
  • Лалели мечетĕ
  • Бодрум мечетĕ
  • Валиде-Султан мечетĕ(Аксарай)
  • Султан Селим мечетĕ
  • Нуросманийе мечетĕ
  • Ортакёй мечетĕ

Керменсем

  • Султансен Топкапы керменĕ
  • Долмабахче керменĕ
  • Йылдыз керменĕ
  • Влахерн керменĕн ишĕлчĕкĕсем

Тӳремсем

  • Ахмедие тӳремĕ (кивĕ ячĕ «Ипподром тӳремĕ»)
  • Таксим тӳремĕ
  • Чемберлиташ тӳремĕ
  • Беязит тӳремĕ
  • Çĕнĕ мечет тӳремĕ

Карманĕсем

  • Румелихисар карманĕ
  • Анадолухисар карманĕ

Турулсем

  • Галат турулĕ
  • Беязит турулĕ
  • Хĕр турулĕ (Кыз Кулеси)

Парксем

  • Ататюрк паркĕ
  • Гюльхане паркĕ
  • Йылдыз паркĕ
  • Миниатюрк — миниатюрлă парк

Кĕперсем

  • Галат кĕперĕ (Ылтăн Мăйрака бухти урлă)
  • Ватă Галат кĕперĕ (Ылтăн Мăйрака бухти урлă)
  • Ататюрк кĕперĕ (Ылтăн Мăйрака бухти урлă)
  • Халич кĕперĕ (Ылтăн Мăйрака бухти урлă)
  • Ататюрк кĕперĕ (Босфор кĕперĕ) (Босфор урлă)
  • Мехмед Фатих султанăн кĕперĕ (Босфор урлă)

Историллĕ транспорчĕ

  • Тюнель
  • Историллĕ трамвай

Стамбул пасарĕсем

  • Гранд пасарĕ (Хуплă пасар, Капалы Чарши)
  • Кăпт пасарĕ
Remove ads

Стамбул кассисем

Thumb
Стамбул кассисем
  • Европа енĕ :
    • Бебек
    • Бешикташ
    • Галата
    • Фенер

Асăрхавсем

Loading related searches...

Wikiwand - on

Seamless Wikipedia browsing. On steroids.

Remove ads