Станислав Лем

From Wikipedia, the free encyclopedia

Станислав Лем
Remove ads

Станислав Херман Лем (пол. Stanisław Herman Lem) — поляк çыравçи, сатирик, философ. 1921 çулхи авăн уйăхĕн 12 Львов хулинче çуралнă. 2006 çулхи пуш уйăхĕн 27 Краков хулинче вилнĕ. Унăн кĕнекисем 40 чĕлхе çине куçарăннă, 27 млн ытла экземпляр сутăннă.

Thumb
Станислав Лем

1977 çулта ăна Краков хулин чаплă гражданинĕ шутне кертнĕ.

Пурнăçĕ

Станислав Лем ларинголог тухтăрĕн çемьинче çуралнă. Львов университетĕнче медицина тĕлĕшенчен пĕлӳ пухнă. Иккĕмĕш тĕнче вăрçи унăн пурнăçне университетра вĕреннĕ чухне кĕнĕ. Тăшмана хирĕç ушкăнсене хутшăннă, хула фашистсем аллине лекнĕ хыççăн автомеханик тата сварщик пулса ĕçленĕ.

Thumb
Станислав Лем, Краков (Польша), 2005, 10, 30

Çыравçă пурнăçĕ çинчен анлăрах унăн «Манăн пурнăç» (Mein Leben, 1983) автобиографине вуласа пĕлме пулать. Çавăн пекех ачалăх вăхăчĕ çинчен «Çӳллĕ замок» романне çырнă.

Remove ads

Ӗçĕсем

Станислав Лем фантастикăллă ĕçсем çырнă. Унăн ĕçĕсенче кулăшла самантсем питĕ нумай тупма пулать.

Хăй каланă тăрах, унăн пултарулăхĕ çине çак çыравçăсем витĕм кӳнĕ:

  • Сол Беллоу (1915—2005), американ çыравçи,
  • Герберт Джордж Уэллс (1866—1946), акăлчан çыравçи, публицист,
  • Норберт Винер (1894—1964), американ философĕ, математик,
  • Клод Элвуд Шеннон (1916—2001),
  • Жюль Габриэль Верн (1828—1905), паллă француз çыравçи,
  • Вильям Олаф Стейплдон (1886—1950), акăлчан философĕ, фантастикăлла çыравçă.
Remove ads
Loading related searches...

Wikiwand - on

Seamless Wikipedia browsing. On steroids.

Remove ads