Джобс Стив
From Wikipedia, the free encyclopedia
Remove ads
Стивен Пол Джобс (акăл. Steven Paul Jobs, 1955 çулхи нарăсăн 24-мĕшĕ — 2011 çулхи юпан 5-мĕшĕ),[1][2] Стив Джобс (акăл. Steve Jobs) евĕр паллăскер — американ бизнес-магначĕ тата ăслайçă. Apple корпорацин никĕслевçи тата директорсен канашĕн председателĕ шутланать[3][4][5] Çаплах Джобс унчен Pixar Animation Studios компанин CEO ĕç вырăнĕнче пулнă; 2006 çулта The Walt Disney Company Pixar туянсан Джобс Disney директорĕсен канашĕн директорĕ пулса тăрать. 1995 çулта «Теттесен кун-çулĕ» мультфильмра ăна ĕçтăвакан продюсер тесе кăтартнă.[6]
1970-мĕш çулсен вĕçĕче Джобс, Apple компание пĕрле никĕсленĕ Стив Вознякпа, Майк Марккулăпа[3] тата урăххисемпе коммерции енчен ăнăçлă Apple II пайăр компьютерсен серине проектланă, ĕçе кĕртсе туса кăларассине ертсе пынă. 1980-мĕш çулсен пуçламăшĕнче Джобс графика интерфейсĕн шăшин потенциалне туйса илет, çакна пула Macintosh çуралать.[7][8]
1984 çулта директорсен канашĕн влаçне çухатсан,[9][10] Джобса Apple компанинчен кăларса ярсан, вăл бизнес тата пĕлӳ керменĕсем валли компьютер платформине тăвакан NeXT компанине йĕркелет. NeXT–а 1996 çулта Apple туянать, Джобс вара хăйĕн тăван компанине таврăнать, 1997 — 2011 çулсенче унăн CEO шутĕнче тăрăшать. 1986 çулта вăл компьютер графикипе тăрмашакан Lucasfilm компание сутăн илет, ăна Pixar Animation Studios пек уйăрса хунă пулнă.[11] Вăл унăн CEO тата тĕп акционерĕ (50,1 %), 2006 çулта ăна The Walt Disney Company туяниччен шутланать.[12] Джобс Disney компанин пысăк акционерĕ (7 %) тата Disney директорĕсен канашĕн пайташĕ пулса тăрать.[13][14][15][16]
Джобсăн ĕç-пуçĕ Кремни айлăмĕнчи ĕçченĕн ытарлă сăнарне, уйрăмах вăл халăх ăс-тăнĕнчи дизайнпа эстетика рольне туйни, хăй евĕрлĕ пысăк ӳсĕм хушать.[17]
2011 çулхи çурлан 24-мĕшĕнче Джобс CEO Apple ĕç вырăнĕнчен хăтăлать. Хăйĕн çырăвĕнче вăл хистесех хăйĕн вырăнне Тим Кука лартма ыйтать. Джобса, вăл ыйтнипе, Apple директорĕсен канашĕн председательне суйлаççĕ,[18][19][20][21] анчах та çак вырăнта чылаях тăрăшаймасть — тепĕр 43 кунтан — юпан 5-мĕшĕнче, хырăмлăх парĕн рак чирĕпе асапланса, çут тĕнчерен уйрăлать.
Remove ads
Çамрăклăх
Джобс Сан-Франциско (Калифорни штачĕ) хулинче çуралнă[22], ăна Пол тата Клара Джобс (хĕр чухне Акопян) усрава илнĕ[23] _ вĕсем Маунтин-Вью (Калифорни штачĕ) хулинче пурăннă. Усрав ашшĕ-амăшĕ ăна Стивен Пол ята панă. Пол тата Клара каярах хĕрачана усрава илнĕ, ăна Патти ята панă. Джобсăн биологи ашшĕ — Абдулфаттах Джандали (сири[24] аспиранчĕ, каярах вăл политологи профессорĕ пулса тăрать)[25], биологи амăшĕ — Джоан Симпсон (хĕр чухнехи Шибле; американ аспиранчĕ,[24] тепĕртакран логопед пулса тăрать)[26] — каярах вĕсем пĕрлешеççĕ те Джобсăн биологи йăмăкне — Мона Симпсон романиста — çуратса çитĕнтереççĕ.[27][28][29][30][31][32]
Джобс вăтам тата Homestead аслă шкулта (Купертино (Калифорни штачĕ)) вĕреннĕ,[17] шкул хыççăн Пало-Альто хулинчи (Калифорни штачĕ) Hewlett-Packard компанин лекцисене çӳренĕ. Унта кĕçех ăна ĕçе чĕнеççĕ, вăл Стив Вознякпа пĕрле çуллахи ĕçтĕш пулса ĕçлет.[33] 1972 çулта Джобс аслă шкултан вĕренсе тухса Портлендри (Орегон штачĕ) Рид-колледжне пĕлу пухма кĕрет. Пĕрремĕш семестр хыççăнах ăна кăларса яраççĕ,[34] анчах та хăшпĕр лекцисене çӳреме пăрахмасть, тĕслĕхрен, каллиграфипе. Ун чухне вăл тусĕсем патĕнче, урайĕнче, çывăрать, «Кола» пушă кĕленчисене пуçтарса укçа тăвать, «хула витĕр çиччĕ миль кашни вырсарни кун кришнаитсен храмне эренере пĕрре те пулин тăраниччен апатланма çӳрет».[10] Кайран Джобс каланипе, колледжри каллиграфи курсĕсене çӳремен пулсан, «Макăн нихăçан та темиçе гарнитура е пропорцилллĕ шрифтсем пулаймĕччĕç».[10]
1974 çулхи кĕркунне Джобс Калифорние таврăнать те Вознякпа пĕрле компьютера кăмăллакансен клубне çӳрет. Вăл техник пулса компьютер вăййисене ăслайлакан Atari компанинче ĕçлет — Индие кайса килме укçа пухать.
Remove ads
Карьера
Apple Computer тымарĕсем

NeXT Computer

Pixar тата Disney
Apple компанине таврăнни

Ĕç вырăнне хăварни
Пайăр пурнăçĕ
Парнесемпе чыславсем
Асăрхавсем
Каçăсем
Wikiwand - on
Seamless Wikipedia browsing. On steroids.
Remove ads