Столярская Данута Альфредовна
From Wikipedia, the free encyclopedia
Remove ads
Дану́та Альфре́довна Столя́рская (çуралнă чухнехи ят — Дану́та Ба́рбара Столя́рская, пол. Danuta Barbara Stolarska[1]; 18.7.1929, Познань (Польша) е Мещановка, Сарăту тăрăхĕ, Анат-Атăл Ен — 14.6.2011, Мускав, РФ) — совет киноактриси, РСФСР тава тивĕçлĕ артисчĕ (1983).

Remove ads
Биографи
Данута Столярская 1928 çулхи утăн 18-мĕшĕнче Познаньре[1], урăх хыпарсемпе — Анат-Атăл Енĕн Сарăту тăрăхĕнчи Мещановка (халĕ Сарăту облаçĕнчи Татищево поçолăк)[2][3] ялĕнче çуралнă. Унăн ашшĕ, Альфред Карлович Бем-Столярский, поляк-коммунист, 1930—1931 çулсенче — Профинтернăн балкан секцин ертӳç çумĕ, 1931—1936 çулсенче — Тĕнчери моряксемпе портра ĕçлекенсен организацин секретарĕ пулнă. 1936 çулхи утăн 25-мĕшĕнче, Мăн террор чухне, ăна ареасленĕ те 1937 çулхи раштавăн 25-мĕшĕнче персе пăрахнă. Данута 8 çул тултарсан амăшне аресленĕ (1943 çулта лагерьте вилнĕ[4]; урăх хыпарсемпе — упăшкине аресленĕ хыççăнах ăна аресленĕ те персе пăрахнă[2]), çапла вара хĕрача тăлăха тăрса юлнă.
Чулхулари театр училищинче вĕренме тытăннă, унта 1948 - 1950 çулсенче пĕлӳ илнĕ, кайран ВГИКа, Борис Бибиковпа Ольга Пыжова патĕнче ăсталăха туптанă, 1955 çулта[3] диплома тивĕçнĕ. Унпа пĕрле Руфина Нифонтова, Изольда Извицкая, Юрий Белов, Надежда Румянцева, Майя Булгакова вĕреннĕ.
1955 - 1957 çулсенче Патшалахăн киноактёр театрĕнче ĕçленĕ, 1957 çулта М. Горький ячĕллĕ киностудие куçнă. Киностуди ертӳçпе тавлашăва кĕрсен 190 çулхи ака уйăхĕнче актёр карьерине вĕçленĕ[2].
Пенсие тухсан, Мускав çумĕнче, хĕрĕ патĕнче пурăннă.
2011 çулхи çĕртмен 14-мĕшĕнче чĕре хĕснипе вилсе кайнă. Химки çăвинче (153а пайрăм) пытарнă.
Килйыш
- Упăшки — кинорежиссёр Владимир Саруханов (1934—1999)
- Хĕрĕ — актриса Нина Саруханова (1966 çур.)
- Мăнуксем: Валентина, Софья тата Филипп.
- Хĕрĕ — актриса Нина Саруханова (1966 çур.)
Remove ads
Фильмографи
- 1955 — Кочетков ефрейторпа пулни — Валя Градская
- 1956 — Пролог — Катя
- 1956 — Тайна вечной ночи — Лена Турчина, Денисов ассистенчĕ
- 1958 — Ăраскала упрамалла — Лариса
- 1958 — Гроза над полями — Нина
- 1959 — Тус-юлташсем — Вера Алексеевна
- 1960 — Рождённые жить — Наташа
- 1961 — Когда деревья были большими — Кузьман коммуналкари кӳрши
- 1962 — Как рождаются тосты — трестре ĕçлекен
- 1962 — Мы вас любим — Нина
- 1963 — Я шагаю по Москве — Аня, Коля шăллĕн арăмĕ
- 1963 — Сгорел на работе
- 1963 — Большой фитиль — официантка («Хĕрĕмке»)
- 1964 — Они шли на Восток — партизан тĕкĕртĕнчи тухтăр
- 1964 — Пурĕ те сире валли — Каткова, хими ăслăхĕсен кандидачĕ
- 1965 — Рано утром — кадрсен уйрăмĕн пуçлăхĕ
- 1966 — Верность матери — Антонина Ивановна, Дмитрий Ульяновăн арăмĕ
- 1968 — Новые приключения неуловимых
- 1969 — Песнь о Маншук
- 1970 — Поезд в завтрашний день
- 1971 — Корона Российской империи, или Снова неуловимые — симĕс тăхăннă дама
- 1971 — Пирĕн савутра — секретарь
- 1971 — Смертный враг — кулачка
- 1971 — Ехали в трамвае Ильф и Петров — редакцире ĕçлекен
- 1971 — Достояние республики — актриса
- 1972 — Правила без исключений
- 1972 — Земля, до востребования — Анка Скарбек
- 1973 — Надежда — Елизавета Васильевна Крупская
- 1973 — Ткачихи — Лена
- 1973 — Последний подвиг Камо — туйри хăна
- 1973 — За облаками — небо — Елизавета Руднева
- 1974 — Помни имя своё — Наталья
- 1974 — Тинĕс хапхи — амăшĕ
- 1974 — Жребий — Игнатьев арăмĕ
- 1976 — Икĕ капитан — училище пуçлăхĕн арăмĕ
- 1977 — Блокада — Ольга Берггольц
- 1978 — Конец императора тайги — Евдокия Тихоновна
- 1978-1984 - Огненные дороги - Медынская
- 1979 — Необыкновенное лето — Ольга Адамовна
- 1979 — Город принял — пострадавшая
- 1979 — Происшествие — мать Гоги
- 1980 — Мелодия на два голоса — Анна Ивановна
- 1980 — Ленинградсем, манăн ачамсем… — журналистка
- 1981 — По следу резвого коня
- 1981 — Не ставьте Лешему капканы… — Ольга Николаевна
- 1981 — Они были актёрами — эпизод
- 1982 — Слёзы капали — администратор гостиницы
- 1982 — Нам здесь жить — Шереметьева
- 1982 — Мария анне
- 1983 — Каçар мана, Алёша
- 1985 — Соучастие в убийстве — миллионерша
- 1985 — Грядущему веку
- 1986 — Алмазный пояс
- 1986 — За явным преимуществом — Вера Алексеевна
- 1987 — Случай в аэропорту — хваттер хуçайки
- 1988 — Анчăк — Софья Александровна
- 1988 — Кĕркунне, Чертаново…
- 1989 — Маленький человек в большой войне — врач
- 1989 — Бархан
Дубляж
- 1959 — Командир отряда
- 1964 — Лимонадный Джо — Виннифред (Ольга Шоберова)
- 1966 — В джазе только девушки — Душечка (Мэрилин Монро)
- 1971 — Поклонись огню — Уркуя Салиева (Таттыбуу Турсунбаева)
- 1989 — Хон Гиль Дон
Remove ads
Асăрхавсем
Каçăсем
Wikiwand - on
Seamless Wikipedia browsing. On steroids.
Remove ads