Строгальщиков Виктор Леонидович

From Wikipedia, the free encyclopedia

Remove ads

Виктор Леонидович Строгальщиков (çу, 29, 1950 çур.) — вырăс прозăçи тата журналисчĕ. Раççейри хальхи пурнăç пирки политика триллерĕсен авторĕ.

Краткие факты Çуралнă вăхăт:, Çуралнă вырăн: ...
Remove ads

Биографи

Виктор Строгальщиков Тинĕсçум Енре, çар çынни çемьинче çуралнă. 1960-мĕш çулсенче ашшĕ-амăшĕпе Тĕмене куçса килнĕ. Тĕменри индустри институтĕнче вĕреннĕ. Тĕрлĕ хаçатра, телекуравра журналист пулса ĕçленĕ, «Тюменские ведомости» хаçата никĕслекенсенчен пĕри пулнă. 1990-мĕш çулсенче Тĕмен облаçĕн пуçлăхĕн пресс-секретарĕ, Тĕмен нефть компанин пресс-секретарĕ, топливо энергетики министрĕн канашçи пулса ĕçленĕ.

«Сий» романпа вăл литературăра хăйĕн пултарулăхне пуçлать. Строгальщиков, хăй аса илнипе, чуна кирлĕ кĕнекене тупайманнипе хăй çырас тенĕ[1]. Романа 1996 çулта Тĕменри «Софтдизайн» кăларăшра 50000 экземпляр тиражпа публикациленĕ.

Строгальщиковăн иккĕмĕш «Сий-2» романĕ 2002 çулта «Российский сюжет» конкурсĕнче çĕнтернĕ хыççăн, «Сийе» Мускаври «Пальмира» кăларăшĕнче пичетленĕ. Унтах авторăн малашнехи ĕçĕсем çутта тухнă. 2007 çулта Строгальщиков хайланă («Сий» тата икĕ тăснипе, «Край», «Намăс») «Мăн кĕнеке» премин финалне пĕрлĕ цикл евĕр тухнă.

Халĕ Строгальщиков романсене те çырать, журналистика ĕçĕпе те тăрмашать.

Remove ads

Библиографи

Литература

  • Владимир Рогачёв. Жестокие игры // Виктор Строгальщиков. Слой. — Тюмень: 1996

Асăрхавсем

Каçăсем

Loading related searches...

Wikiwand - on

Seamless Wikipedia browsing. On steroids.

Remove ads