Стэнли Милгрэм

From Wikipedia, the free encyclopedia

Стэнли Милгрэм
Remove ads

Стэнли Милгрэм (çурлан 15-мĕшĕ, 1933, Çĕнĕ Йорк — раштавăн 20-мĕшĕ, 1984, Çĕнĕ Йорк, Манхэттен) — американ социаллă психологĕ, хăйĕн авторитета пăхăнни çинчен экспериментпа тата «пĕчĕк тĕнче» феномена тишкернипе (экспериментла çирĕплетсе пани «ултă хут алă панин тĕрĕслетÿ») паллă.

Краткие факты Çуралнă чухнехи ят, Чӑн ят ...
Remove ads

Пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ

Милгрэм, çирĕммĕш ĕмĕрти чи витĕмлĕ психологсен шутне кĕрекенскер, политологин вĕренÿ никĕсне Куинс - колледжра 1954-мĕш çулта вĕренсе бакалавр ятне хÿтĕленĕ. Милгрэм итленĕ курссен хушшинче психологи пулман пирки пĕрремĕш хут ăна Гарвард аспирантурине кĕме ирĕк паман, анчах тепĕр хут хушăмла хатĕрленнĕ хыççăн ăна илнĕ. 1960-мĕш çулта вăл диссертаци хÿтĕленĕ. Милгрэм ĕçĕсем çине Соломон Аш тата Гордон Олпорт психологсем витĕм хунă.

2004-мĕш çулта Том Бласс унăн пурнăçĕ çинчен «Тĕнчене шока кĕртнĕ çын: Стэнли Милгрэмăн пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ» (англ. The Man Who Shocked the World: The Life and Legacy of Stanley Milgram) кĕнеке кăларнă.

Remove ads

Культурăра

2009-мĕш çулта нимĕç Long Distance Calling пост-рок ушкăнĕ хăйĕн Avoid The Light альбомĕнче "I Know you Stanley Milgram" ятлă юрă кăларнă (чăв. "Зпĕ сире пĕлетĕп, Стэнли Милгрэм").

Асăрхавсем

Çавăн пекех

Каçăсем

Loading related searches...

Wikiwand - on

Seamless Wikipedia browsing. On steroids.

Remove ads