Сук (юханшыв)
From Wikipedia, the free encyclopedia
Remove ads
[[Категори:Юханшыв карточки: Тултар: Шыв вăррин координачĕсем Выраженири йӑнӑш: палласа илмен «я» чарӑну палли.]]
Сук — Атăлăн сулахай юппи, Самар облаçĕ тата Ăренпур облаçĕ тăрăх юхать.
Тăршшĕ 364 км, бассейн лаптăкĕ 11,7 пин. км².
Пелепей-Пăкăльма сăртлăхĕнче пуçланать. Самар хулин çурçĕр пайĕнче Сарăту шывуправне кĕрет. Шывĕн нумайрах пайĕ юртан пулать. Ака уйăхĕнче е çу уйăхĕн пуçламăшĕнче ейӳ илет. Юпа уйăхĕн вĕçĕнче, чӳк уйăхĕн пуçламăшĕнче шыв пăрланать. ака уйăхĕнче пăр каять. Юханшыв çинче шыв юхăмне тикĕслеме пĕвесем тунă. Юпписем çинче пĕвăсем пур. Сергий салине Сук юханшывĕн шывĕпе тивĕçтереççĕ. Сук юханшывĕ çинче Серноводск (Самар облаçĕ), Сургут (Самар облаçĕ) вырнаçнă. Аялти пайĕнче Сук тăрăх кимĕсем çуреме пултараççĕ.
Remove ads
Истори
Сук юханшывĕн айлăмĕнче авалтанах чирсенчен сыватассипе палăрнă кӳкĕрт çăлĕсем пулни паллă. Пётр I патша 1695 мĕш çулта Самарта пулнă май çак çăлсем пирки пĕлсен, çавăнта кӳкĕрт кăлармалли завод никĕслеме хушнă. Хĕçпашал валли тар тума питĕ нумай кӳкĕрт кирлĕ пулнă.
Юпписем
- Хунтăрча (юханшыв):
- Сургут (юханшыв).
Каçăсем
Wikiwand - on
Seamless Wikipedia browsing. On steroids.
Remove ads