Сулу тинĕсĕ
From Wikipedia, the free encyclopedia
Remove ads
{{#coordinates:}}: нельзя иметь более одной первичной метки на странице Сулу тинĕсĕ (тагал Dagat Sulu, малай Laut Sulu) Лăпкă океанăн Филиппинсен архипелагĕ, Палаван, Калимантан тата Сулуархипелагĕ хушшинче вырнаçна тинĕс. Лаптăкĕ 335 пин км2.
Сулу тинĕсне ытти тинĕссемпе çыхăнтаран тинĕс пырĕсем тăвăр та ăшăх. Кăнтăр Китай тинĕсĕпе çыхантаракан Миндоро тинĕс пырĕн чи тарăн вырăнĕ 450 м яхăн çеç, тинĕсри чи тарăн вырăн 5576 м çитет. Сулавеси тата Минданао тинĕсĕсепе çыхăнтаракан тинĕс пырĕсем тата ăшăхрах.
Çиелти шыв температури 25,5°С (хĕлле)-29°С (çулла). Тăварлăхĕ 33-34,5‰.
Тинĕсĕн кăнтăр пайĕнче коралл рифĕсем нумай. Туббатаха атоллĕ - сыхлакан тинĕс усравĕ, Пĕтĕм тĕнче тивлетлĕхĕ йышĕнче шутланать ЮНЕСКО.
Çыран хĕрринче пурăнакансем пулă тытса пурăнаççĕ.
Remove ads
Портсем
Илоило (Панай утравĕ), Замбоанга (Минданао утравĕ), Сандакан (Калимантан утравĕ) тата Пуэрто-Принсеса (Палаван утравĕ). Хăшпĕр утравсен çыранĕнче мангров варманĕсем сарăлнă.
Вуламалли
Асăрхавсем
Каçăсем
Wikiwand - on
Seamless Wikipedia browsing. On steroids.
Remove ads