Таджик чĕлхи

From Wikipedia, the free encyclopedia

Remove ads

Таджик чĕлхи, — иран ушкăнне кĕрекен инди-европа чĕлхи. Таджикистан патшалăхĕн тĕп чĕлхи шутланать.

Таджик чĕлхи' (забони Тоҷикӣ, тепĕр чух фарси чĕлхин таджик диалекчĕпе палăртаççĕ) — таджиксен чĕлхи, Таджикистанăн патшалăх чĕлхи тата Афганистанăн (пушту чĕлхипе танах) патшалăх чĕлхисенчен пĕри шутланать, индоевропа чĕлхе çемйин индо-иран ушкăнĕн иран чĕлхе туратĕнче вырăн йышăнать. Таджик чĕлхи, çаплах Узбекистанăн хăш çĕрĕсенче, çурçĕр Афганистанра (унта ăна дари е фарси-кабули теççĕ) сарăлнă. XX ĕмĕрĕн 30-мĕш çулĕсенчен алфавитра арап графикипе, 1940 çулччен латиницăпа усă курнă. Китайăн кăнтăр-анăçĕнчи Синьцзян-Уйгур автономлă районĕнче пурăнакан таджиксем, тĕрĕссипе памир таджикĕсем пулаççĕ, вĕсем иран чĕлхисен памир ушкăнĕнчи ваханпа сарăкăль чĕлхисемпе калаçаççĕ.

Remove ads

Çыруллăх

A a B b C c Ç ç D d E e F f G g
Ƣ ƣ H h I i Ī ī J j K k L l M m
N n O o P p Q q R r S s Ş ş T t
U u Ū ū V v X x Z z Ƶ ƶ '

Паянкунхи кириллица алфавичĕ:

А а Б б В в Г г Ғ ғ Д д Е е Ё ё
Ж ж З з И и Й й Ӣ ӣ К к Қ қ Л л
М м Н н О о П п Р р С с Т т У у
Ӯ ӯ Ф ф Х х Ҳ ҳ Ч ч Ҷ ҷ Ш ш Ъ ъ
Э э Ю ю Я я

1940-1998 çулсенче Ц ц, Щ щ, Ы ы, Ь ь сас паллисемпе усă курнă.

Тĕп сăмахсен танлаштару таблици.

Подробнее Таджик чĕлхи, моҳ ...
Remove ads

Истори

Çак вăхăтран Таджикистанпа Узбекистан таджикĕсем хăйсен чĕлхине палăртма «таджик чĕлхи» (забон-и точики) терминпа усă кураççĕ, Афганистан таджикĕсем хăйсен чĕлхине «дари» е «перси чĕлхи» тесе уйăраççĕ. Тем тĕрлĕ диалектсем пулсан та, Ирана, Афганистан, Узбекистан, тата Таджикистан çыннисем пĕр-пĕрне пĕтемпех ăнланаççĕ. Стандартлă таджик чĕлхинче кириллицăпа усă кураççĕ (дарипе перси чĕлхинче араб-перси алфавичĕпе). Халĕ çак чĕлхе Иранра, Афганистанра, Таджикистанра пĕрлешĕнсе çывăхланса пырать (Узбекистанра перси чĕлхин статусĕ çук).

Remove ads

Вуламалли

Loading related searches...

Wikiwand - on

Seamless Wikipedia browsing. On steroids.

Remove ads