Таланцев Зиновий Михайлович
From Wikipedia, the free encyclopedia
Remove ads
Зино́вий Миха́йлович Тала́нцев (1868—1929) — раççей усламçи тата меценачĕ; 1909-па — 1-мĕш гильдири чулхула купси, «Братья Таланцевы» сутă-илӳ çурчĕн пĕрйĕркелевçи, пĕрлĕхпе политика ĕçченĕ, Хисеплĕ гражданин (1891)[1].
Remove ads
Биографи

1868 çулта çĕртмен 30-мĕшĕнче Етĕрне çумĕнчи Янибяково кил йăвинче купса çемьинче çуралнă. Ашшĕ - Михаил Михайлович тата амăшĕ - Софья Ивановна Таланцевсем, çемьере виççĕмĕш ача пулнă, пиччĕшĕсем - Николай тата Михаил.
Уес училищинче пĕлӳ илсен Хусанти 3-мĕш гимназире кĕмĕл медале тивĕçсе вĕренсе тухнă. 1886 çулта Мускаври Çĕрпе вăрман ĕçĕн Петĕр академине вĕренме кĕнĕ. 1887 çулта студентсен пухăвĕсене хутшăннăшăн академирен кăларса янă. Вара Таланцев икĕ çул Берлинри аслă çĕр ĕç шкулĕнче (академире) пĕлӳ пухнă — унта вăл химие Ландольт профессор патĕнче вереннĕ[2], çакăн хыççăн киле таврăннă. 1890 çулта Хусан университечĕн физикăпа математика факультетне вĕренме кĕнĕ, анчах та тепĕр икĕ çултан революци шухăшлă студентсемпе туслă пулнăшăн каллех кăларса янă. 1896 çулта, авланнăскер ĕнтĕ, Таланцев каллех Хусан университетĕнче химик профессине алла илет.
Remove ads
Ăслăх ĕçĕсем
- Таланцев З. М. Олифоварение и приготовление сиккативов / З. М. Таланцев, препод. Н.-Новгородск. хим. ин-та ; Бюро съездов маслобойной промышленности. — М: 1924.
- Таланцев З. М. Технология жиров и масел : В 2 ч. / З. М. Таланцев, препод. Нижегородск. гос. ун-та ; Всерос. синдикат маслобойной промышленности «Расмаслосиндикат». — М: 1925—1926.
Чыслани
- 3-мĕш степеньлĕ Сăваплă Станислав орденĕ (1915).
Асăнмалăх
- З. М. Таланцев бюстне Етĕрнере, Майăн пĕрремĕшĕпе Комсомол урамĕсем каçăлса кайнă çĕртре лартнă[3].
Асăрхавсем
Каçăсем
Wikiwand - on
Seamless Wikipedia browsing. On steroids.
Remove ads