Талышсем
From Wikipedia, the free encyclopedia
Remove ads
Талышсем́ (тал. толыш) — арирен пулса тухнă, кавказăн чылай субстрачĕпе улшăннă халăх[1] Каçпин кăнтăр-анăç çыранĕ патĕнче (Азербайджан Республикин кăнтăр-тухăçĕ тата Иранăн çурçĕр-анăçĕ) Талыш тăвĕ çинче тата ту умĕнче пурăнаççĕ. Тĕнĕпе кăнтăр талышсем — мăсăльман-суннитсем (Накшбанди суфи орденĕ), çурçĕрсем — мăсăльман-шиитсем.
Пĕтĕмĕшле йышĕ — 200 000 яхăн çын. Антропологипе европа евĕр расăн каçпи тĕсĕ шутне кĕреççĕ.
Remove ads
Кун-çулĕ
Чĕлхе
Территорипе вырнаçăвĕ

Халăх йышĕ
Паллă талышсем
- Талышинский Мир Ибрагим-хан — раççей çарпуçĕ, Раççей Император Çарĕн генерал-майорĕ, Кавказ вăрçине хутшăннă.
 - Исраил Мамедов — талыш юрăçи, Талыш халăхĕн сăвăçи.
 - Балоглан Ашрафов — азербайджан юрăçи.
 - Шейх Захид Гилани[2] — Вăтам ĕмĕрсенчи тĕн ĕçченĕ тата халăха çутта кăлараканĕ.
 - Исмаил Шабанов — «Талыш диаспори» регионри этем пĕрлĕх йĕркелĕвĕн ертӳçи.
 - Новрузали Мамедов — талыш ăсчахĕ тата этем пĕрлĕхĕн ĕçченĕ, «Толыши сядо» хаçатăн тĕп редакторĕ пулса ĕçленĕ, политикăпа айăпласа тĕрмене хупнă, азербайджан тĕрминче асапласа вĕлернĕ.
 - Фахраддин Абосзода (Аббасов) — талыш ăсчахĕ тата этем пĕрлĕх ĕçченĕ, «Шавнышт» хаçатăн редакторĕ.
 - Гилал Мамедов — правохӳтĕлевçи, талыш паллă ĕçченĕ
 - Атахан Абилов — тĕнче юрисчĕ, правохӳтĕлевçи, талыш паллă ĕçченĕ.
 - Ширали Муслимов — талыш чабанĕ, 168 çул пурăннă.
 - Эйвазов Махмуд Багир оглы — Азербайджанри, малтанхи СССР тата тĕнчере халĕ пурăнакансен чи ватă çын.
 - Паша-заде Гаджи Аллахшукюр — талышсен тĕн йалипе этем пĕрлĕхĕн ĕçченĕ, Кавказ Мăсăльманĕсен Тытăмлăхĕн пуçлăхĕ, 2003 çулта Кавказ мăсăльманĕсен XI съездĕнче пурнăç тăршшипех шейх-уль-ислам ята тивĕçтернĕ.
 - Фамил Джафаров — талышсен тĕн йалипе этем пĕрлĕхĕн ĕçченĕ, РФ мăсăльман-шиичĕсен чун-чĕмлĕ тытăмлăхĕн ертӳçи.
 - Тагиев Джавид — азербайджан боксёрĕ, Европа чемпионачĕн парнине тивĕçнĕскер, 2004 çулхи Олимп вăййисене хутшăннă Азербайджан командин пайташĕ.
 
Remove ads
Çавăн пекех пăхăр
- Талыш кун-çулĕ
 - Талыш тăвĕсем
 - Муган çеçенхирĕ
 - Талыш-Муган Автономи Республики
 - Азери (чĕлхе)
 - Кадуси
 
Асăрхавсем
Каçăсем
Wikiwand - on
Seamless Wikipedia browsing. On steroids.
Remove ads