Тан-çинчи-Ростов
From Wikipedia, the free encyclopedia
Remove ads
Росто́в-Тан-çинчи́ — Хĕвелтухăç-Европа айлăмĕн кăнтăр-хĕвелтухăçенче, Тан юханшывăн çыранĕсенче, юханшыв Азов тинĕсне юхса кĕриччен 46 çм вырнаçнă раççей хули. Мускавв çитме 1094 çухрăм. Ростов облаçĕн администраци центрĕ шутланать, 2000 çулхи çăвăн 13-мĕшĕнчен Кăнтăр федераци тăрăхĕн администраци центрĕ. 1749 çулта Елисавет Петровна арăм император хутайĕпе никĕсленĕ.

Ростов-Тан-çинчи — Раççейĕн Кăнтăрти «тĕп хула», халăх йышĕ 1,103 млн çын. Хула Раççей кăнтăрĕн кирлĕ транспорт çыххи шутланать, ахальтен мар ăна «Арамаçи Хапхи» тенĕ.
2008 çулхи çу, 5 Раççей Федераци президенчĕн хутайĕпе Ростов-Тан-çинчи хулана Раççей Федерацин чыслă «Вăрçă мухтавĕн хули» ята тивĕçтернĕ.
Remove ads
Хула тытăмлăхĕ
Хула сакăр районтан тытăнса тăрать: Ворошилов, Чукун çул, Киров, Ленин, Октябрь, Первомай, Пролетари, Совет районĕсем çине. Хулан тĕп урамĕ — Мăн Сад урамĕ.
Çутĕç
Хулара 48 аслă пĕлӳ паракан вĕренӳ заведенийĕ вырнаçнă. Вĕсем шутне 13 университет, 9 академи кĕрет. Вăтам пĕлӳллĕ професси паракан 34 заведени: 24 колледж, 5 техникум, 5 училище. Пуçламăш пĕлӳллĕ професси паракан заведени пурĕ 40. Вĕсен шутне 24 лицей, 16 професси училищи кĕрет. Пĕтĕмешле вăтам пĕл паракан шкулсен шучĕ 159.
Культура
Хулара пурĕ 43 вулавăш ĕçлет. Вĕсенчен пысăккисем:
- Тан патшалăх халăх вулавăшĕ;
- Максим Горький ячĕллĕ тĕп вулавăш;
- В. М. Величкина ячĕллĕ ача-пăча облаç вулавăшĕ;
- Облаçри ятарлă суккăрсен вулавăшĕ;
- Медицина университечĕн ăслăлăх вулавăшĕ;
- Ленин ячĕллĕ хулан тĕп ача-пăча вулавăшĕ
Театрсем
- М. Горький ячĕллĕ академи драма театрĕ;
- Ростов патшалăх пукане театрĕ;
- Ростов облаçĕн çамрăксен академи театрĕ;
- Ростов музыка театрĕ
Тăванлă хуласем

Тĕнчепе çыхăну программисем
- Ростов-Тан-çинчи Альянс Франсез (фр. Allians française de Rostov-sur-le-Don)
- Венгри элчелĕхĕн суту-илӳпе экономика миссийĕ
Хула фотографисем
- Сурб Хач (Таса Хĕрес) эрмен чиркĕвĕ
- Ростов облаçен администраци çурчĕ
- Кинотеатр «Ростов»
- Пушкин урамĕ, ресторан «Собрание»
- Тан урлă Ворошилов кĕперĕ
- Ростов-Тан-çинчи центрĕн сăнĕ
- Çекленекен чукун çулăн каçхи сăнĕ
- Пукрав скверĕ
- Октябрь революци ячĕллĕ паркри вĕçен кайăксем
- Вăта пасар (Кивĕ пасар) умĕ
- "Ростов" хăна çурчĕ
- Ростов-Тан-çинчине Тан енчен сăнасан
Çавăн пекех пăхăр
- Ростов-Тан-çинчи кун-çулĕ
- Тан юханшыв
- Темерник юханшыв
- Кизитеринка юханшыв
- Ростов тинĕсĕ
- Змиёвская балка
- Симĕс утрав
- Быстрый утравĕ
- Ростов облаçĕ
- Кăнтăр федераци тăрăхĕ
Асăрхавсем
Вуламалли
Каçăсем
Wikiwand - on
Seamless Wikipedia browsing. On steroids.
Remove ads