Тевтон орденĕ
From Wikipedia, the free encyclopedia
Remove ads
Тевто́н о́рденĕ (лат. teutonicus — нимĕçле; ним. Deutscher Orden) — XII ĕмĕрĕн вĕçĕнче никĕсленĕ тĕн орденĕ.
Тевтон орденĕн йыхравĕ: ним. «Helfen — Wehren — Heilen» («Пулăш — Хӳтĕле — Сыват»)
Remove ads
Ордена никĕслени

Пĕрремĕш верси
Чун-чĕм çĕнĕ орденне нимĕç рыцăрĕсен çулпуçĕсенчен пĕри Фридрих Швабский (ним. Friedrich VI., Herzog von Schwaben) херцăк 1190 çулхи чӳкĕн 19-мĕшĕнче йĕркеленĕ, Акра карманне туртса илсен пульница никĕслевçисем ăна валли хулара пĕрмайхи вырăна тупса панă.
Иккĕмĕш верси
3-мĕш хĕрес харçи тапхăрĕнче, рыцăрьсем Акрăна хупăрланă чухне, Любекпа Бремен купсисем хирте хоспитăль туса лартнă. Фридрих Швабский херцăк хоспитăле чун-чĕм орденне куçарать, пуçне Конрад капеллан тăрать. Орден вырăнти епископа пăхăнса тăнă, Иоаннитсен орденĕн уйрăмĕ шутланнă.
Remove ads
Орден ячĕ
Официаллă ордена латинла çапла палăртнă:
- Fratrum Theutonicorum ecclesiae S. Mariae Hiersolymitanae
- Ordo domus Sanctae Mariae Teutonicorum in Jerusalem (иккĕмĕш ячĕ)
Нимĕçле çаплах икĕ вариантпа усă курнă:
- тулли ячĕ — Brüder und Schwestern vom Deutschen Haus Sankt Mariens in Jerusalem
- кĕскетнĕ ячĕ — Der Deutsche Orden
Вырăс историографинче ордена Тевтон орденĕ е Нимĕç орденĕ (Тевтонский орден или Немецкий орден) ят панă.
Çаплах тĕрĕс мар вĕсенен йытă-рыцăрьсем тенĕ.
Remove ads
Орден структури
Аслă магистр
Тĕп статья: Тевтон орденĕн аслă магистрĕсем
Ландмейстер
Ландмейстер (ним. Landmeister) — орден тытăмĕнчи тепĕр ĕç вырăнĕ. Ландмейстер Орденăн хăшпĕр территоринче аслă магистрăн çумĕ шутланнă. Пурĕпе Тевтон орденĕнче виçĕ тĕслĕ ландмейстерсем пулнă:
- Нимĕç ландмейстерĕ (ним. Deutschmeister) — нимĕç ландмейстерĕсем пĕрремĕш 1218 çулта пулса каяççĕ. 1381 çулхи раштавăн 11-мĕшĕнченпе пуçласа орденăн итал харпăлахĕсене те влаçа илеççĕ. 1494 çулта Император Карл V Нимĕç ландмейстерĕсене импери кнеçесен статусн парнелет.
- Пруссири ландмейстер (ним. Landmeister von Preußen) —
- Ливонири ландмейстер (ним. Landmeister von Livland). Ĕç вырăнне 1237 çулта, Тевтон орденне Хĕçпе çӳрекенсен орденĕ кĕрсен, çирĕплетнĕ.
Ландкомтур
Тӳррĕн «çĕр комтурĕ» вуланать. Орденăн баллейне ертсе пынă.
Комтур
Аслă комтур

Аслă комтур (ним. Großkomture) — аслă комтурăн çумĕ шутланнă.
Маршал

Орденăн маршалĕ (ним. Marschalle или ним. Oberstmarschall ) — орденăн вăрçă операцисене ертсе пырасси унăн тĕп тивĕç ĕçĕ шутланнă. Чылай вăхăта вĕсем вăрçă-харçăра е Литвана хирĕçле харçăсене хатĕрленме Кёнигсбергра ирттернĕ. Орден хутшăннă çапăçусенче аслă магистр хыççăн иккĕмĕш пайăр çын шутланнă.
Мăн хоспитальер
Мăн хоспитальер (ним. Großspittler) — ордена туса хунă хыççăн пĕрремĕш çулĕсенче орденăн хоспитăльсемпе пульницăсене ертсе пынă. Пруссие çĕнтерсе илсен резиденцине Эльбинга куçăрнă.
Мăн интендант
Мăн интендант (ним. Ordenstrappier) — лăпкă пурнăçра вăл орденăн тăванĕсене тум-тирпе, апат-çимĕçпе тата кулленхи урăх япалапа тивĕçтерсе тăмалла. Пруссие çĕнтерсе илсен унăн резиденцийĕ Христбург карманĕнче пулнă.
Тĕп хыснаçи
Тĕп хыснаçи (ним. Ordenstressler) — орденăн финансă операцисене туса пынă, орденăн укçа янттисене тытса тăнă.
Урăх ĕç вырăнĕсем
- Kommandeur(ним.). «Командор» — çарпуçĕ, командир.
- Capitularies(ним.). «Капитульер» — капитул (пуху, лару, комисси) ертӳçи.
- Rathsgebietiger(ним.) — Канаш пайташĕ.
- Deutschherrenmeister(ним.). Германин тĕп магистрĕ.
- Balleimeister(ним.). Харпăрлăх магистрĕ.
Remove ads
Орден кун-çулĕ

Орден Хĕвел анăç Европăра

Орденăн еткерлĕхне илес текенсем
Орден тата Прусси
1813 çулта Пруссире «Тимĕр Хĕрес» ордена йышăннă. Тĕсĕпе вăл орден символĕ евĕр пулнă. Орденăн кун-çулне прус шкулĕсенче ăнлантарнă.
Орден тата нацистсем
Нацистсем хăйсене орденăн ĕçĕсен, уйрăмах геополитика енĕпе, еткерĕсем тесе шутланă. Орденăн «Хĕвел тухăçнелле хĕстерсе пырас» доктринине пĕтĕмĕшлех Виççĕмĕш Райх ертӳлĕхĕ алла илнĕ.
Нацистсем орденăн материаллă харпăрлăхне те хапсăннă. Австрие 1938 çулхи авăнăн 6-мĕшĕнче аншлюссласан, орденăн харпăрлăхне Германи национализациленĕ. Çавăн пекех Чехословакие 1939 çулта ярса илсен те ĕç-пуç çаврăннă. Хăйсен ирĕклĕхне Югославири тата Тиролĕн кантăрĕнчи орден пульницисемпе çурчĕсем сыхласа юлнă.
Remove ads
Ордена чĕртни. Орден паян

Ордена 1834 çулта австри императорĕ Франц I пулăшăвĕпе çĕнетме тытăннă. Çĕнĕ Орденăн политика тата вăрçă амбицисем пулман, вăл хайĕн вăйне ыркăмăллăха, чирлĕ çынсене пулăшма т. ыт янă.
Нацистсем Ордена хăваланă чухне унăн ĕçĕ-хĕлĕ пĕтсех ларнă.
Вăрçă вĕçленсен ордена нацистсем аннексиленĕ австри харпăрлăхĕсене тавăрса панă.
1947 çулта ордена пĕтерес декрета аннулленĕ.
Ордена социаллă Чехословакинче çĕнĕрен туман, çапах та Австрире тата Германире чĕрĕлнĕ. Совет блокĕ аркансан орденăн уйрăмĕсем Чехинче (Моравипе Богемире), Словенире тата хăшпĕр европа патшалăхĕсенче йĕркеленнĕ. АПШра та орденăн пайташĕсем (20 çынна яхăн) ĕçлеççĕ.
Аслă магистр резиденцийĕ халĕ те Венăра вырнаçнă. Унтах орденăн хысна çурчĕ тата истори архивĕсене, 1000 яхăн кивĕ пичете, урăх документсене упракан библиотека. Орден аббат-хохмейстер ертсе пырать, ордена ытларах хĕрарăмсене пĕрлештерет.
Орден виççĕ çĕртен — Германи, Австри тата Кăнтăр Тироль — тата икĕ командорлăхран — Рим тата Альтенбисен (Бельги) — тытăнса тăнă.
Орденăн хĕрарăм мăнахĕсем Фризах хулинчи Каринтии (Австри) пульницăна тата Кёльнр пĕр харпăр санаторинче ĕçлеççĕ. Орден аппăшĕсем çаплах Бад-Мергенгемри, Регенсбургри тата Нюрнбергри ытти пульницăсемпе санаторисенче вăй хураççĕ.
Remove ads
Асăрхавсем
Вуламалли
Çавăн пекех пахăр
Каçăсем
Wikiwand - on
Seamless Wikipedia browsing. On steroids.
Remove ads