Токантинс
Бразили штачӗ From Wikipedia, the free encyclopedia
Remove ads
Токантинс (порт. Tocantins) — Бразили варринче вырнаҫнӑ штат. Ҫурҫӗр енче Пара тата Мараньян штатсемпе, тухӑҫ енче Пиауипе Баия, анӑҫ енче Мату-Гросу, кӑнтӑр енче Гояс штатпа чикӗленет[6]. Администраци Палмас хулинче вырнаҫнӑ.

Remove ads
Этимологи
Токантинс штачӗн ячӗ, пӗрешкел ятлӑ юханшыв ятӗнчен пулса кайнӑ, тупи чӗлхинчен «тукан сӑмси» тесе куҫарӑнать.
Географи
Штат территорийӗн ытларах пайне Серрадо анлӑ экорегион йышӑнать, ҫапла вара Токантинс Амазонин тропик вӑрманӗсемпе Бразилин курӑк ӑнса ӳсекен тӳремлӗхӗсем хушшинчи чикки пулса тӑрать. Ҫурҫӗртен кӑнтӑралла штат урлӑ Токантинс юханшыв юхса иртет.
Штат кун-ҫулӗ
Токантинс, ҫавӑн пекех Рораймӑпа Амапа та, Бразилин чи ҫамрӑк штачӗсенчен пӗри шутланать. Ӑна 1988 ҫулта Гояс штачӗн ҫурҫӗр пайӗнчен уйӑрса йӗркеленӗ[7].
Халӑх йышӗ
2010-мӗш ҫулхи ҫырав вӑхӑтӗнче Географипе статистика наци институчӗ (IBGE) пухнӑ сведенисемпе килӗшӳллӗн штатра ҫакӑн пек халӑх пурӑнать:
Штатри халӑхӑн ытларах пайӗ хутӑш ҫемьесенче ҫуралнӑ: 71 % метиссемпе мулатсем, 24 % — шурӑ, 3 % — негрсем. Штатри тӗп тата практикӑра усӑ куракан пӗртен-пӗр чӗлхе — португал чӗлхи.
Remove ads
Администрацие йӗркелени
Администрацине йӗркелес тӗлӗшпе штат 2 мезорегионпа 8 микрорегионран тӑрать. Штатра — 139 муниципалитет.
Экономика
Штат экономики ял хуҫалӑхӗ (тырпул ӳстерессипе выльӑх-чӗрлӗх ӗрчетесси) ҫинче никӗсленнӗ. Токантинс лаптӑкӗнче Бразилири чи пысӑк фермӑсенчен пӗри вырнаҫнӑ. Штатра соя, тырӑ тата ытти культурӑсен плантацийӗсем пур[7].
Ӑнлантарусем
Каҫӑсем
Wikiwand - on
Seamless Wikipedia browsing. On steroids.
Remove ads