Токарев Аверий Матвеевич
From Wikipedia, the free encyclopedia
Remove ads
Аверий Матвеевич Токарев (18.4.1918, Кашмаш ялĕ, Чикмĕ уесĕ, Хусан кĕпĕрни (халĕ Чăваш Енĕн Муркаш районĕ), Совет Раççейĕ — 8.2.1997, Шупашкар, Чăваш Республики, РФ) — совет чăваш мусăкçи, композитор, педагог.

Remove ads
Биографи
1918 çулхи ака уйăхĕн 18-мĕшĕнче Чикмĕ уесĕнчи (халĕ Муркаш районĕ) Кашмаш ялĕнче çуралнă.
Ача чухнех мусăк патнелле туртăннă — балалайкăпа кĕсле çинче вылянă. Çичĕ класс вĕренсе тухсан, тăван колхозра ĕçленĕ. 1935 çулта Чăваш мусăк училищине вĕренме кĕнĕ.[1] Будучи студентом, с 1936 года являлся участником Чувашского симфонического оркестра.[2] 1941 çулта мусăк вĕрентĕшĕнче диплома тивĕçнĕ. 1942 çулта Аверий Токарева Хĕрлĕ Çара йыхравланă, хĕсметре оркестр ертӳç пулнă.[3]
1944-1946 çулсенче Çар дирижёрĕсен аслă училищин (Мускав) курсанчĕ пулнă.
1978 çулта пенсие тухнă. 1997 çулхи нарăсăн 8-мĕшĕнче Шупашкарта вилнĕ. Хулан 5-мĕш çăвинче пытарнă.
Remove ads
Ӗçĕсем
Аверий Токарев ытларах енĕпе симфониллĕ ĕçсем çырнă. Вăл 5 симфони (1961-1986), увертюрăсем, сюитăсем, симфониллĕ ташăсем çырнă. Ытти ĕçĕсен шутĕнче çаксене асăнмалла: «Чипер пикесемпе маттур йĕкĕтсем» (1957) кĕвĕллĕ комеди, «Сарпике» (1960) балет. Вал савăн пекех оркестрпа инструментсем валли концертсем, инструментлă пьесăсем, романссем çырнă, юрăсем хывнă.
Асăнмалăх
- Токарев урамĕ (Шупашкар, Чăваш Ен);
- Асăну хăми, Шупашкар, Ленин проспекчĕ, 24
- Токарев урамĕ (Кашмаш ялĕ, Муркаш районĕ)
- Чăваш Республикин хальхи историн патшалăх архивĕнчи документсем[4]
Литература
- Л. И. Бушуева, Ю. А. Илюхин, «Чăваш Енĕн композиторĕсем», Шупашкар, 2014.
- Ю. А. Илюхин. Токарев Аверий Матвеевич, Краткая чувашская энциклопедия, Шупашкар, 2001.
Асăрхавсем
Каçăсем
Wikiwand - on
Seamless Wikipedia browsing. On steroids.
Remove ads