Толстой Лев Николаевич

From Wikipedia, the free encyclopedia

Толстой Лев Николаевич
Remove ads

Лев Николаевич Толстой, — тĕнчипе паллă вырăс çыравçи. 1828 çулхи авăн уйăхен 9-мĕшĕнче Тулă кĕпернин Крапивинка уесĕнчи Ясная Полянăра çуралнă. 1910 çулхи чӳк уйăхĕн 20-мĕшĕнче вилнĕ.

Краткие факты Çуралнă чухнехи ят:, Çуралнă вăхăт: ...
Thumb
Л. Н. Толстой ут çинче,1910
Remove ads

Пурнăçĕ

Лев Толстой çуралнăранпа икĕ çула çитеччинех унăн амăшĕ вилсе кайнă. Амăшсăр юлнă ачасене аякри тăванĕ Т. А. Ергольская пăхса вĕрентме тытăннă. 1837 çулта аслă ывăлне университета кайма вăхăт çитнĕ пирки, кил-йышĕпе пĕрле Мускава куçса кайнă. Анчах кĕтмен çертен инкек килнĕ, ашшĕ вилсе кайнă. Ун хыççăн виçĕ кĕçĕн ывăлĕ каллех Яснăй Полянăна таврăннă, вĕсене Т. А. Ергольская пăхма пуçланă. 1840 çулта Лев Николаевич Хусана куçса килнĕ. Кунта ăна ашшĕн йăмăкĕ П. И. Юшкова пăхма пуçланă.

15 çула çитсен, 1843 çулта, Лев Толстой Хусан университетне вĕренме кĕнĕ. 1847 çулхи çуркунне Лев Николаевич университета пăрахать те хай çуралнă çĕре, Яснăй Полянăна таврăнать.

Remove ads

Библиографи

  • «Ачалăх» (Детство, повеç, 1852)
  • «Çамрăклăх» (Отрочество, повеç, 1854)
  • «Севастополь калавĕсем» (Севастопольские рассказы, 1855)
    • «Раштав уйăхĕнчи Севастополь» (Севастополь в декабре месяце)
    • «Çу уйăхĕнчи Севастополь» (Севастополь в мае)
    • «1855 çулхи çурла уйăхĕнчи Севастополь» (Севастополь в августе 1855 года)
  • «Çил-тăвăл» (Метель, калав, 1856)
  • «Икĕ гусар» (Два гусара, повесть, 1856)
  • «Çамрăклăх» (Юность, повесть, 1857)
  • «Альберт» (повесть, 1858)
  • «Кил-йыш телейĕ» (Семейное счастье, роман, 1859)
  • «Поликушка» (повесть, 1863)
  • «Казаксем» (Казаки, повесть, 1863)
  • «Вăрçăпа мир» (Война и мир, 4 томлă роман, 1867—1869)
  • «Анна Каренина» (роман, 1878)
  • «Холстомер» (повесть, 1886)
  • «Ивана Ильич вилĕмĕ» (Смерть Ивана Ильича, повесть, 1886)
  • «Дьявол» (повесть, 1889)
  • «Крейцерова соната» (повесть, 1890)
  • «Отец Сергий» (повесть, 1890)
  • «Хаджи-Мурат» (повесть, 1896)
  • «Воскресение» (роман, 1899)
  • «Исповедь»
  • «Кавказский пленник»
Remove ads

Чăвашла куçарнисем

Унăн литература ĕçĕсене чăвашла Ишетер Федосия Дмитриевна куçарнă.

Каçăсем

Л. Н. Толстой пултарулăхĕ

Л. Н. Толстой пирки


Шаблон:Лев Николаевич Толстой

Шаблон:ВП-порталсем/+ Шаблон:ВП-порталсем/+ Шаблон:ВП-порталсем/+

Remove ads
Loading related searches...

Wikiwand - on

Seamless Wikipedia browsing. On steroids.

Remove ads