Трофимов Захар Трофимович

From Wikipedia, the free encyclopedia

Remove ads

Трофимов Захар Трофимович, — генерал-майор. 1897 çулхи пуш уйăхĕн 25-мĕшĕнче Чăваш Енĕн Элĕк районĕнчи Мăн Ямаш ялĕнче çуралнă. 1961 çулхи нарăс уйăхĕн 21-мĕшĕнче Мускавра вилнĕ.

Трофимов хушаматлă урăх çынсем çинчен Википедире статьясем пур.
Краткие факты Çуралнă вăхăт, Çуралнă вырăн ...
Remove ads

Пурнăçĕ

Чĕмпĕрти чăваш вĕрентекенĕсен шкулĕнче вĕреннĕ. Пĕрремĕш Тĕнче, Граждан тата Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçисене хутшăннă. 1916 çулта прапорщиксен шкулĕнчен, 1927 çулта – М.В. Фрунзе ячĕллĕ Çар академинчен вĕренсе тухнă. 1927-1943 çулсенче – çар училищисемпе академисенче вĕрентнĕ, вăл вăхăтрах 1933 çултанпа – М.В. Фрунзе ячĕллĕ Çар академинче. Вăрçă вăхăтĕнче 58-мĕш тата 120-мĕш стрелк. корпуссен штаб пуçлăхĕ, 329-мĕш, кайран 106-мĕш стрелк. тата 78-мĕш гвард. стрелк. дивизисен командирĕ.

1946-1957 çулсенче – М.В. Фрунзе ячĕллĕ Çар академийĕнчи курссен ертӳçи.

Remove ads

Чыславсемпе парнесем

Ленин, Хĕрлĕ Ялав (виçĕ хут), Суворовăн 1-мĕш степеньлĕ, Хĕрлĕ Çăлтăр, «Шурă Арăслан» (Чехословаки), Грюнвальд (Польша) орденĕсемпе тата медальсене тивĕçнĕ.

Вуламалли

Асăрхавсем

Каçăсем

Loading related searches...

Wikiwand - on

Seamless Wikipedia browsing. On steroids.

Remove ads