Тунис
From Wikipedia, the free encyclopedia
Remove ads
Тунис, — Вăтаçĕр тинĕсĕ хĕрринче вырнаçнă Çурçĕр Африкăри патшалăх. Анăçпа кăнтăр-анăç енчи чикки Алжирпа юнашар иртет. Кăнтăр-тухăç чикки Ливипе юнашар вырнаçнă.

Remove ads
Тавралăх
Патшалăхăн пĕрре виççĕмĕш пайĕ Атлас тăвĕсем йышăнаççĕ. Ытти çĕр çинче пушхирпе саваннăсем вырнаçнă.
Истори
- Тĕплĕнрех Тунис историйĕ статьяна пăхăр.
Тунис çĕрĕсем Рим империйĕ шутне кĕнĕ. Ку çĕрсем çинче малтан берберсен ялĕсем вырнаçнă пулнă. VII ĕмĕрте ку тăрăха арапсем килсе çитеççĕ те ислам тĕнĕн тăваттăмĕш хулине (Мекка, Медина тата Иерусалим хыççăн), Кайрауна, никĕслеççĕ. Каярах Тунис Осман империне кĕме пуçланă. XIX ĕмĕрте французсен колони империйĕ шутне кĕрет.
Пайланăвĕ
- Тĕплĕнрех Тунисăн административлă пайланăвĕ статьяна пăхăр.
Тунис 24 вилайетран тăрать. Вилайечĕсем вара 262 мутамадията, вĕсем хăйсем вара шайхатсем çине пайланаççĕ.
Халăх йышĕ
Патшалахăн 98% — арапсем. Халăх йышĕнчен 1% — берберсем. Юлашки вăхăтра Тунисра ача çуратасси чака пуçланă. Вăтамран пĕр хĕрарăм 1,75 ача çуратни арап патшалăхĕсен хушшинче чи пĕчĕк кăтарту шутланать.
Халăхăн ытларах пайĕ, 98% ислам тĕнне ĕненеççĕ. Католиксен шучĕ те кăштах пур.
Каçăсем
Шаблон:Африка патшалăхĕсем
Wikiwand - on
Seamless Wikipedia browsing. On steroids.
Remove ads