Тургау

From Wikipedia, the free encyclopedia

Тургау
Remove ads

Ту́ргау[1] (ним. Thurgau; фр. Thurgovie; итал. Turgovia; ромш. Turgovia) — Швейцарин çурçĕр-тухăçĕнче вырнаçнă нимĕç чĕлхиллĕ кантон. Администраци центрĕ — Фрауэнфельд хула. 256 213 çын пурăнать (кантонсем хушшинче 13-мĕш вырăнта; 2012 çулăн хыпарĕсем).

Краткие факты Патшалăх, Статус ...
Remove ads

Истори

Чи малтанах Тургау ячĕпе питĕ пысăк облаçе палăртнă, унăн территорийĕ Фирвальдштет кӳллинчен Боден кӳллине çити, Рейсс юханшывĕнчен Рейна çити сарăлса выртнă. IX ĕмĕрте Тургау ландграфлăх пулса тăнă, унăн йышĕнчен Цюрихгау, каярах Ури, Швиц, Цуг, Аппенцелль тата Санкт-Галлен уйрăлаççĕ. 1264 çулта Тургау Габсбургсене лекнĕ. 1460 çулта ăна Швейцари ярса илнĕ.

Кантон 1803 çулта швейцар конфедерацин пайĕ пулса тăнă.

1841 çулта Романсхорнра мăн гаване туса пĕтернĕ , çакна пула хула регионра япала куçарассин чи пысăк çыххи пулса тăнă — унчен Утвиль пĕчĕк хула çак статуса тытса тăнă. Утвиль ӳнерçĕсемпе поэтсемпе чаплă.

Диссенхофен тăрăхĕ ытти Тургауран пĕтĕмпех татăклă вырнаçнă. 1800 çулчен хула Шафхаузен кантоне кĕнĕ.

Альтенклинген керменĕне виççĕ хутчен аркатнă, çапах та ăна каллех хăпартнă.

Remove ads

Администрацилле пайланни

Thumb
Администрациллĕ пайланни.

2011 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕ хыççăн 5 тăрăха пайланать:

Экономика

  • Промăçлăх: апат-çимĕç, хими, текстиль, механика, атă-пушмак.
  • Ӳнер ремеслисем.
  • Ял хуçалăх: улма çимĕçĕ, пахча çимĕçĕ, иçĕм çырли.
    • Выльăх ĕрчетни: сысна ĕрчетни, шултра мăйракаллă выльăха ĕрчетни.
  • Тивĕçтерӳ сфери. Туризм.

Паллă вырăнсем

Thumb
Вилен хула. Тургау.
  • Чаплă рецепт — пĕвертен пĕçернĕ клецки (Тургау);
  • Фрауэнфельд (Ватă хула, Сăв. Николай чиркĕвĕ, XVI ĕмĕрти ратуша, Бернерхаус, Истори музейĕ);
  • Иттинген;
  • Нуссбаумри чиркӳ;
  • Зонненберга керменĕ;
  • Вайнфельден;
  • Хагенвиль керменĕ;
  • Арененберг;
  • Боденское кӳлли.

Паллă çынсем

  • Виборада (IX — 926) — католиксен сăвпли.
  • Керн Иоганн Конрад (1808—1888) — швейцар политика ĕçченĕ, юрист тата дипломат.
  • Карл Гу́став Юнг (1875—1961) — психиатр, тарăнлă психологин пĕр тĕлĕшне никĕслекенĕ.

Асăрхавсем

Каçăсем

Loading related searches...

Wikiwand - on

Seamless Wikipedia browsing. On steroids.

Remove ads