Тури Панкли
From Wikipedia, the free encyclopedia
Remove ads
Тури Панкли, — Чăваш Енĕн Муркаш районĕнчи ял. Ячĕ авалхи чăваш ятĕнчен пулса кайнă.
Remove ads
Тавралăхĕ
Районăн кăнтăр енче вырнаçнă. Шупашкартан 57 çухрăмра, Муркашран 17 çухрăмра ларать.
Халăх йышĕ, ял тытăмĕ
2002 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕ тĕлне ялта 110 кил пулнă, 285 çын пурăннă. Ялта лавкка пур, газ тата шыв кĕртнĕ. Асфальт çулне сарнă.
Кун-çулĕ
1927 çулчен, уессене пĕтериччен, Хусан кĕпернинчи Етĕрне уесĕн Чăваш Сурăм вулăсне кĕнĕ.
1927 çулхи юпа уйăхĕн 1-мĕшĕнче Чăваш Енĕн Элĕк районне, 1944 çулхи пуш уйăхăн 30-мешĕнче Чăваш Енĕн Муркаш районне, 1959 çулхи утă уйăхĕн 14-мĕшĕнче каллех Элĕк районне, кайран, 1962 çулхи раштавăн 20-мĕшĕнче Шупашкар районне куçнă. 1964 çулхи пуш уйăхĕн 11-мешĕ хыççăн хальхи вăхăтченех Муркаш районĕн йышĕнче.
1859 çулхи справочникре ку ялта 49 кил тесе палăртнă. 1924 çулта ялта 69 кил пулнă, пурĕпе 340 çын пурăннă.
Паллă вырăн
Пулярта - керемет ячĕ
(Вероятно, от Пӳлер, мест. пад. Пӳлерте, но начальная форма забыта). Панклеи.
Паллă çынсем
- Кăтра Мишши, чăваш прозăçи.
- Васильев Фёдор Семёнович — чăваш композиторĕ, РСФСР тава тивĕçлĕ ӳнер ĕçченĕ.
Асăрхавсем
Вуламалли
Каçăсем
Wikiwand - on
Seamless Wikipedia browsing. On steroids.
Remove ads